Пурнӑҫра пӗр харӑсах ӑннӑ та ӑнман кун пулаять-и? Паллах, пулать! Ӗненмесен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кӗнекине алла тытма сӗнетӗп. Вӑл Виталикпа Толик, Владикпа Валерка уйрăлми туссен тата Навуходоносор ятлă лашан ҫавнашкал пӗр кунӗпе паллаштарать. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑм кӑҫалхи…

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Кулӑш кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владислав Николаевӑн «Пуян Куян» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Асӑннӑ юптару пуххи тинтерех тухрӗ, ҫавӑнпа вуласа ӗлкӗрейменнисене каҫарма пулать. Ҫыравҫа саламлама поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, университетра пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсемпе ҫывӑх юлташӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне наци…

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӗнеке хӑтлавӗ пулать. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ, редакторӗ – Ольга Иванова. Калав алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2024-мӗш ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен…

Шӳт-кулӑш ӑстисемшӗн, сатирӑпа юмора юратакансемшӗн пысӑк пулӑм – юптару кӗнеки пичетленсе тухнӑ! Чӑваш литературинче кун пекки ҫур ӗмӗр хушшинче те пулман. Чӑваш Республикин наци библиотекинче сатирӑпа юмор кунӗнче «Пуян Куян» юптару кӗнекин хӑтлавне ирттерме палартнӑ. Авторӗ – Владислав Николаев писатель, журналист, Чӑваш Республикин…

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Наци библиотекин хăтлă залне çĕнĕ кĕнеке уявне пуçтарăнчĕç. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп…

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ. Пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Ачалӑх – этем пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ вӑхӑт. Ҫитӗнсе…

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк…
Чӑваш Енре сӑвӑ ҫыракан йышлӑ. Вӗсен шайӗ тӗрлӗрен пулин те, ӑсталӑхне туптас текенсем аталанма май тупаҫҫех. Ҫак тӗллевпех Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекенсем «Хавхалану» поэзие юратакансен клубне йӗркеленӗ. Сӑвӑҫӑн чунне мӗн ыраттарать — вӑл ҫавӑн ҫинчен ҫырать. Вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксем, ялан…

Аудиокӗнекесем пирӗн пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ, вӗренӳпе канун уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ. Вӗсем юратнӑ хайлавсене кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та – ҫул ҫинче, уҫӑлса ҫӳренӗ хушӑра е спорта хутшӑннӑ чух – итлеме май параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха…

Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Видеорепортаж Унта Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӑларӑмне пахаларӑмӑр. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче тухнӑччӗ. Наци вулавӑшне Дмитрий Андреевича саламлама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, вулакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех…