Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче онлайн мелӗпе «Юрий Скворцовăн проза тӗнчи» литература каҫӗ иртрӗ. Ӑна «Уках хурӑнӗ», «Сурӑм хӗрӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», «Хӗлӗх хӳре кӑвакал», «Сӑваплӑ вут», «Ҫын ӑшши» хайлавсен авторӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Литература каҫне филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем, паллӑ литературоведсем Вера Никифорова, Ирина Софронова тата Николай Осипов хутшӑнчӗҫ.
Юрий Скворцов ӗмӗрӗ ытла та кӗске пулнӑ, апла пулин те чӑваш литературинче ҫыравҫӑ тарӑн йӗр хӑварма пултарнӑ. Вера Витальевна унӑн пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллаштарчӗ, Скворцовсен архивӗнче упранса юлнӑ сӑн ӳкерчӗксене кӑтартрӗ, писатель пултарулӑхӗн уйрӑмлӑхӗсемпе хӑй евӗрлӗхӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Юрий Скворцовӑн литературӑри пӗрремӗш утӑмӗсем сӑвӑ ҫырассипе ҫыхӑннӑ: 1953 ҫулта «Ялав» журналта унӑн «Пирěн яла пырса кěрсен» пирвайхи хайлавӗ кун ҫути курнӑ, 1958 ҫулта вара «Ҫурхи салам» сӑвӑсен пуххи тухнӑ. Ҫыравҫӑ лирикине Ирина Софронова хак пачӗ. «Хӑйӗн хайлавӗсенче сӑвӑҫ ытларах ирӗклӗ ӗҫе мухтанӑ, юрату тата тӑван кил ҫинчен ҫырнӑ, этемпе ҫут ҫанталӑк пӗрлӗхне палӑртнӑ. Сӑвӑсем вуланӑ май юрӑ пек янӑраҫҫӗ, ахальтен мар чӑвашсен паллӑ композиторӗсем Г. Хирбю, Ф. Лукин, А.Петров вӗсене юрра хывнӑ», — палӑртрӗ тӗпчевҫӗ.
Николай Осипов Юрий Скворцовӑн прозине тимлӗх уйӑрчӗ, ҫыравҫӑн чылай хайлавӗнче автоибографилӗх палӑрнине пӗлтерчӗ.
Ӑста прозаик хайлавӗсем тӑрӑх илемлӗ фильмсем ӳкереҫҫӗ, спектакльсем лартаҫҫӗ. 2018 ҫулта Николай Семенов ҫамрӑк режиссёр «Амаҫурине» экран ҫине кӑларчӗ. Литература каҫӗнче илемлӗ фильмӑн сыпӑкне те кӑтартрӗҫ.
Уява пӗтӗмлетнӗ май хӑнасем Юрий Скворцовӑн хайлавӗсем паянхи кун та ҫивӗчлӗхне ҫухатманнине, вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫамрӑксене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӗрӗс воспитани парас ӗҫре пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.
Мероприятие тепӗр хут библиотекӑн Youtube-каналӗнче пӑхма май пур.