Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чаплă поэзи каçĕ иртрĕ. Хăтлă зал кунашкал лăк тулли пулнине тахçантанпах курманччĕ. Станислав Сатурăн çĕнĕ кĕнекисен хăтлавне халăх чăннипех те йышлă пуçтарăнчĕ. Харăсах икĕ кăларăм пахалани сайра тĕл пулать. Станислав Николаевич вара тухăçлăхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть – сăвă пуххи хыççăн сăвă пуххи кăларать.

Тӗплӗнрех