Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Наталия Сергеева чӑваш халӑх артистки ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Хальхинче пухӑннисем писательсем, тӗпчевҫӗсем, артистсем, студентсем чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» хайлавне вуласа тишкерчӗҫ.
Мероприятие хутшӑнакансем хайлавра мӗн калас тенине ӑнланса, чӗлхен сӑнарлӑхне, илемне туйса, васкамасӑр вуларӗҫ, калавӑн тӗп шухӑшӗ тарӑн философиллӗ пулнине палӑртрӗҫ. Халӑх сӑмахлӑхӗнчен илнӗ чӑваш юррисем вара калава татах та пуянлатаҫҫӗ. Наталия Сергеева режиссёр шухӑшӗпе «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» произведени тӑрӑх кино та ӳкерме пулать иккен. Уява авторӗ хӑй те килни уйрӑмах паха пулчӗ. Арсений Тарасов хайлав ҫуралнин историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене аса илчӗ.
«Васкамасӑр вулатпӑр» проекта ҫамрӑксене кӗнеке юратма вӗрентес, вулаттарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Вулава хутшӑннӑ ҫынсене калав кӑмӑла кайрӗ, тарӑн шухӑша ячӗ, тишкерӳ чӗрӗ те кӑсӑк пулчӗ.