Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Хальхинче Людмила Сачковӑн ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Людмила Николаевна Сачкова литература тӗнчинче паллӑ ят. Прозӑра-и, драматургире-и – пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет пултаруллӑ калем ӑсти, хайлав хыҫҫӑн хайлав шӑрҫалать, романсем те ҫырать, вулакан патне паха кӗнекесем ҫитерет.

«Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекене вунпӗр калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Хайлавсенчи геройсем халиччен пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсен тупсӑмне шырама ӑнтӑлаҫҫӗ. Тепӗр чухне пӗр-пӗр пулӑм вулакана ӑнланмалла мар пек те туйӑнма пултарать.

Людмила Сачкова произведенисене мӗнле ҫырнин историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурнӑҫра тӗл пулнӑ интереслӗ самантсене аса илчӗ. Кӗнекери чылай ӗҫ-пуҫ авторпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ иккен.

Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Ольга Федорова редактор ал ҫырупа епле ӗҫленине каласа пачӗ. Лайӑх кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗ вӑл.

Ольга Австрийская ҫыравҫӑ та яланхиллех кашни хайлавне тӗплӗн тишкерчӗ. «Прозаик ҫут ҫанталӑка юратни, ӑна сума суни кашни хайлаврах туйӑнать. Тӑван тавралӑха савса сӑнлать вӑл. Чӗлхи вара чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ, вуланӑҫемӗн чун савӑнать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Авторӑн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. «Людмила Сачковӑн ҫырас мелӗ кашни кӗнекере тӗрлӗрен. Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл. Вулакансен ӳсӗмне те шута илме пӗлет. Асӑннӑ кӗнекене ҫыравҫӑ ачасене ӑнланмалла, ҫӑмӑл та илӗртӳллӗ чӗлхепе ҫырма пултарнӑ», – терӗ тӗпчевҫӗ.

«Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьева, Анатолий Кипеч, Василий Кервен, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Малашне те хастар ӗҫлеме прозаика ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.