Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыçҫӑн «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Алевтина Дмитриевӑпа тӗл пулчӗҫ. Алевтина Анатольевна чӑваш литературин алӑкне уҫса кӗрет кӑна-ха, апла пулин те вулакансем унӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине юратса йышӑнчӗҫ. Кӗнеке 7-мӗш номерлӗ типографире 200 экземпляр тиражпа тухнӑ.
Ҫыравҫӑпа паллашас тӗллевпе «Варкӑша» васкарӑм. Вӑл хӑйӗнпе тӗплӗн паллаштарчӗ, пӗрремӗш хайлавӗсем «Кӑҫал Ен» район хаҫатӗнче 4-мӗш класра вӗреннӗ чухне пичетленнӗ. Кӗнекене кӗнӗ калав-повесть сюжечӗсене чӑн пурнӑҫра илсе ҫыратӑп терӗ вӑл.
Алевтина Анатольевна Дмитриева 1970 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче», «Хыпарта», «Каҫал Енре», «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. «Таврӑнтӑм, анне» калавӗ «Вутчуль» сборника кӗнӗ.
Тӗлпулура Алевтина Дмитриевӑна ҫыравҫӑ-аксакалсем кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ, варкӑшҫӑсем литература анинче ӑнӑҫу сунчӗҫ.