Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман поэмисем, сӑввисем, юптарӑвӗсем, куҫарӑвӗсем кун ҫути курчӗҫ.
Галина Алексеевна Матвеева – тӑван литературӑра паллӑ ят. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл – Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, журналист, прозаик, сӑвӑҫ тата куҫаруҫӑ.
Галина Матвеева ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ май сӑвӑсене хӑҫан ҫырма пуҫлани ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурнӑҫра тӗл пулнӑ кӑсӑклӑ самантсене аса илчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, сӑвӑ ҫырас пултарулӑха вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех туптанӑ. Ҫӗнӗ кӗнекере сӑвва ҫырнӑ ҫулӗсене паллӑ тунисем – чи пӗлтерӗшлисем иккен. Юрату сӑввисенче «юрататӑп» сӑмаха каламасӑрах, тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе усӑ курса, ҫак пысӑк туйӑма уҫса пама май пуррине те палӑртса хӑварчӗ.
Литература тӗпчевҫи Юрий Артемьев ҫыравҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ. «Кӗнекен тытӑмне шухӑшласа йӗркелени курӑнать, логика пурри сисӗнет. Сӑвӑра ӳкерчӗксем тӗлӗнсе каймалла вӑйлӑ. Ҫапах та, сан телейӳ телейлӗ юратура мар. Пурнӑҫрине каламастӑп. Поэзири юрату сан – телейсӗр юратура. Чӑн-чӑн телейӳ сан – таса лирикӑра, лӑпкӑ поэзире. Хӑв пирки ниҫта та кӑшкӑрса пӗлтерместӗн. Ӑшӑтакан чӑн-чӑн поэзи сан. Хӑй вӑхӑтӗнче тӗплӗ пӗлӳ илни хайлавусенче сисӗнсе тӑрать. Вулакана эсӗ кӑштах та пулин хӑвӑн шайна ҫӗклесшӗн», – терӗ критик.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Ирина Софронова Галина Матвеевӑн поэзине туллин тишкерчӗ. «Ача-пӑча литературине те манса кайманни ҫыравҫӑн паха енӗ пулнине палӑртмалла. Галина Матвеевӑн сӑввисенче интеллектуаллӑ поэзин паллисем те пур. Ҫут ҫанталӑка та юратса сӑнлать вӑл. Унти сӑнарсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемпе тыткӑнлаҫҫӗ. Сӑвӑпа кӗввӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланса хӑйне евӗрлӗ хайлать вӑл», – пӗлтерчӗ литература тӗпчевҫи хӑйӗн шухӑшне. Ҫавӑн пекех хайлавсен пуххине тишкернӗ май вӑл унта тӗл пулакан архаизмсем, кӑмӑла кайнӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Ҫавӑн пекех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Перепелкина тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ Ольга Скворцова та кӗнекери сӑвӑсене юратса вулани сисӗнчӗ. Ҫыравҫӑн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗҫ.
Уяв тӑршшӗпех хӑнасем Галина Матвеевӑн сӑввисене вуласа киленчӗҫ, хайлавӗсем чун апачӗ пекех пулнине палӑртрӗҫ. Уява хутшӑннӑ Юрий Сементер, Арсений Тарасов, Улькка Эльмен, Зоя Сывлӑмпи, Лидия Сарине, Нина Артемьева, Николай Максимов, Анатолий Хмыт, Василий Кервен ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, малашне те автора хастар ӗҫлеме ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ. Кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗҫ вӗсем. Уяв ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Унта хутшӑннисем ҫыравҫӑ пултарулӑхне халалланӑ выставкӑпа та паллашрӗҫ.