Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Коллективлӑ сборнике пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Унта сакӑр прозаикӑн калавӗсемпе повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче – Владимир Степановӑн, Владислав Николаевӑн, Ольга Австрийскаян, Ольга Васильевӑн, Дмитрий Моисеевӑн, Константин Малышевӑн, Ольга Рубцовӑн, Татьяна Ишмуратовӑн хайлавӗсем.
Калавсемпе повеҫри тӗп сӑнарсем – юрату авӑрне кӗрсе ӳкнӗ яш-кӗрӗм. Пурнӑҫ темӗн тӗрлӗ пӑтӑрмах та хатӗрлесе хунӑ иккен вӗсем валли. Геройсенчен кашниех чӗрери юратӑва хӑйне май тӳссе ирттерет. Телей сукмакӗ тумхахлӑ та кукӑр-макӑр, ҫавна май ҫамрӑксен йӑнӑшасси те часах.
Уявра ҫӗнӗ кӗнекепе тата ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Ҫамрӑксене пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине: пурнӑҫри тӗрӗс ҫула епле шыраса тупмалла? Чӑн юрату вӑл мӗнле, еплерех туйса, «палласа» илмелле? Тен, туйӑм вӑрттӑнлӑхӗ чӗре тӗпӗнче пытарӑннӑ? Ҫакӑ тата ытти нумай ыйтусем ҫине хурав тупма тӑрӑшӑпӑр кӗнекери калавсемпе повеҫсенче.
Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр!
Хӑвтлав 137 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.
Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!