Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш прозин сӑн-сӑпачӗ (2000-2020)» лекци иртет, ӑна онлайн итлеме пулать. Калаҫаканӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова.

Мӗнлерех-ши паян литературӑн вырӑнӗпе пӗлтерешӗ? Хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсем мӗнле темӑсемпе ҫыраҫҫӗ, еплерех ыйтусем хускатаҫҫӗ? Паянхи кун ҫыракансем – камсем вӗсем?

Ҫак тата ытти ыйтусем ҫине филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова хуравлӗ, итлекене кӑсӑклантаракан ыйтусене чатра ҫырма пулӗ.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене онлайн-лекци итлеме йыхравлатпӑр!

Лекци 10.30 сехетре пуҫланать, 214-мӗш пӳлӗмре иртет.