Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕУнăн кĕнеки тухнă-тухманах, икĕ-виçĕ уйăхра, саланса пĕтрĕ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ĕлкĕрнисем вара пĕрре тишкернипех çырлахмаççĕ, çине-çинех ун патне таврăнаççĕ. Шкул ачисем ăна уроксенче сӳтсе яваççĕ, аслисем алăран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, ваттисем куççульне шăлса илеççĕ. Кашниех унта хăйне çывăххине асăрхать.

Сăмахăмăр Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кăларăмĕ çинчен пырать. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче унăн хăтлавĕ иртрĕ. Вăрăм çула кĕскетсе автор Хусантан килсе çитрĕ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе редакторсем, журналистсемпе библиотекарьсем, вĕрентекенсемпе ӳнерçĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уява Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнчен янă видеосалампа паллаштарчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем «Ачалăхăм» кĕнекене вуласа тухнă хыççăн ăна халалласа, автора тав туса ятарлă сăвă çырнă-мĕн, хайлава илемлĕн вуласа пачĕç.

Тӗплӗнрех