Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Хӑтлӑ курав залĕнче вулавăш ӗҫченӗсем, редакторсем, литература тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсем, журналистсем тата чăваш кĕнекине юратакансем пухӑнчӗҫ. Кăçал уяв тăваттăмĕш хут иртрĕ.
«Ăна Ермей Рожанский (1741–XIX ĕмĕр пуçламăшĕ) куçаруçă тата миссионер ячĕпе çыхăнтараççĕ, мĕншĕн тесен XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăвашсен çыруллă культурин аталанăвĕнче ăсчах тÿпи уйрăмах пысăк. Вăл йĕркеленĕ кивĕ чăваш литература чĕлхипе çĕр çула яхăн усă курнă, кĕнекесем те пичетленĕ. Ермей Рожанскин «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӑларӑмӗ тухнӑранпа кăçал 255 çул çитрĕ», – уява уçнă май кĕскен паллаштарчĕ Ольга Тимофеева Чăваш наци вулавăшĕн ĕçченĕ.