Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисемпе паллаштарӗ. Кӗнеке уявӗ тепӗр чаплӑ пулӑмпа та тӳр килет: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫыравҫӑ хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.

Кӗнеке хӑтлавне литераторсем, ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, общество хастарӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

«Ачаш ача» кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Сăвăсен пуххине ача-пăча, чĕрчунсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне уçса-ÿкерсе паракан сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекене автор икĕ пая пайланă, пĕрремĕшне тĕрлĕ сасса тĕрĕс калама хăнăхмалли хайлавсем кӗнӗ. Иккĕмĕш пайĕнче вара кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлавсем вырăн тупнă. Кӑларӑмри «Кĕске калаçу» тата «Наян куян» палиндромлӑ сӑввисем уйрӑмах илӗртӳллӗ.

«Ҫӗн Кун ачи» кӗнекене авторӑн икӗ пьесине тата юлашки ҫулсенче ҫырнӑ тӗрлӗ жанрлӑ сӑввисемпе куҫарӑвӗсене кӗртнӗ. «Ҫӗн Кун ачи» драмӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ, унта поэт утса тухнӑ тухмахлӑ ҫул синчен каласа панӑ. Сӑмах май, кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Ҫӗн Кун ачи» спектакль лартнӑ.

Кӗнеке уявӗнче Марина Карягинӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма, поэт сӑввисене итлесе киленме май пулӗ.

Тӗл пулу библиотекӑн акт залӗнче (119 пӳлӗм) иртӗ. Уяв 16.00 сехетре пуҫланать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-02-17, хуш. 145.