Аудиокӗнекесем пирӗн пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ, вӗренӳпе канун уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ. Вӗсем юратнӑ хайлавсене кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та – ҫул ҫинче, уҫӑлса ҫӳренӗ хушӑра е спорта хутшӑннӑ чух – итлеме май параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха тӗслӗхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чӑваш классикӗсемпе хальхи авторсен илемлӗ хайлавӗсене сасӑлатас енӗпе чылай ҫул ӗҫлет. Электронлӑ библиотекӑра 100 ытла чӑвашла тата вырӑсла аудиокӗнеке вырӑн тупнӑ, вӗсене Чӑваш Енри тӗп театрсен паллӑ артисчӗсем вуланӑ.
Наци библиотеки литература хайлавӗсене сасӑлатас ӗҫре палӑрас текенсене «Тӑван сӑмах» аудиокӗнеке вулакансен республика конкурсне хутшӑнма йыхравлать. Вӑл хутшӑнакансене хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, ҫын умӗнче вулас ӑсталӑха ӳстерме, итлекенсене илемлӗ вулавпа савӑнтарма май парать. Унӑн тӗллевӗ – чӑваш чӗлхипе чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑх еткерне халӑх хушшинче сарасси, илемлӗ вулавӑн йӑлисене сыхласа аталантарасси.
Конкурса вулакансем 10 ҫултан пуҫласа хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен ятарлӑ списокран – Наци библиотекин сайтӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш ача-пӑча литератури» («Проза чӑвашла» пай) электронлӑ коллекцирен – пӗчӗк проза жанрӗпе ҫырнӑ пӗр-пӗр хайлава суйласа илсе вуламалла, аудиозаписьне конкурса йӗркелекенсене ярса памалла.
Ҫыравҫӑсем пӗчӗк проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ харпӑр хайлавӗсене вулама е асӑннӑ списокранах пӗр-пӗр хайлав суйласа илме пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртӗҫ:
- чи лайӑх хӗрарӑм вулавӗ;
- чи лайӑх арҫын вулавӗ;
- чи лайӑх ачасемпе ҫамрӑксен вулавӗ;
- автор вулавӗ (харпӑр хайлав авторӗсем валли).
Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсем «Тӑван сӑмах» аудиосборнике кӗрӗҫ. Аудиосборник хӑтлавӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ тапхӑрта ирттерме палӑртнӑ.
Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех Положенире паллашма пулать.