Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ.
Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк çыравçăн тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç. «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» – Олеся Михайловăн пĕрремĕш кĕнеки. Маларах унăн хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Манăн туссем. Мои друзья», «Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» коллективлă сборниксенче кун çути курнă. Пултарулăх çăлкуçне вара ачалăхрах шырамалла. Олеся пĕрремĕш класрах сăвă çырма хăтланса пăхнă, иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне килти кушак çинчен тăватă йĕркеллĕ сăвă хайласа ăна «Тантăш» хаçата ярса панă. Çак самантран вăл чăваш ачисен юратнă кăларăмĕпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Редакци çамрăк корреспондентсене хавхалантарса тăни Олесьăна та çине тăрса хайлавсем шăрçалама хистенĕ. Çырас туртăм унра вăйлансах пынă.
Аслă классенче вĕреннĕ чухне пултаруллă хĕре литература кăна мар, спорт кăсăклантарма пуçланă. Тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăннă вăл. Сăмах май, О. Михайлова – армрестлинг (алă вăйне виçни) енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче – Европа чемпионĕ. Халĕ пысăк ăмăртусене хутшăнмасть, çапах йĕлтĕрпе ярăнма юратать. «Кĕнеке çырасси – питĕ йывăр ĕç. Пĕрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси çăмăлрах та пуль, – терĕ вăл йăл кулса. – Кăларăма тĕрлĕ çулсенче çырнă калавсем кĕнĕ: «Виçĕ кăвакарчăн» ятлине, тĕслĕхрен, – вуннăмĕш класрах; ыттисене – çемье çавăрнă хыççăн, декрет отпускĕнче ачасемпе ларнă вăхăтра. «Ту çинче çуралнă туйăм» Дагестана кайса килнĕ хыççăн шăрçаланчĕ, «Йĕлтĕр йĕрĕ» – 2018–2019 çулсенче. «Ачалăх сукмакĕсем» атте пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн çырăнчĕ. Маларах палăртса хунă калавсен сюжечĕсем те аттене çухатнă хыççăн урăх йĕрпе кайрĕç. Ытларах чухне тĕп сăнарăмсем – ачасемпе çамрăксем. Пурнăçран илнĕ самантсемпе чылай усă куратăп. Манăн яланах ырри çинчен çырас, яш-кĕрĕме йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарас килет», – пĕлтерчĕ Олеся.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ