«Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проекта 2015-2016 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ӑна чӑваш литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас, вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тата электронлӑ коллекци йӗркелес тӗллевпе туса ирттернӗ.
Пухӑма (коллекцине) библиотека сайтӗнче йӗркеленӗ пӗтӗмӗшле сасӑлавра мала тухнӑ чӑваш литературипе ӳнер ӗҫченӗсен хайлавӗсем кӗнӗ. Сасӑлавра пурӗ 2000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Юлашки тӗп списока культура, ӑслӑлӑх, вӗренӳ ӗҫченӗсенчен тата обществӑлла организацисемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсенчен тӑракан эксперт ушкӑнӗ ҫирӗплетнӗ.
Проект Наци библиотекин фондӗнче тата авторсен харкам пуххисенче упранакан куҫарман тата куҫарнӑ чӑваш хайлавӗсемпе уҫҫӑн усӑ курма тата илемлӗ литературӑн чи лайӑх хайлавӗсемпе паллашма май парать.
Коллекци анлӑ вӑхӑт талкӑшне ярса илнӗ, унта XVIII ӗмӗр варринчен пуҫласа ХХI ӗмӗр таранах тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ илемлӗ литература тата ытти тӗрлӗ литература кӗнӗ. Ҫав шутра романсем, драмӑсем, кӗске калавсем, сӑвӑсем, ҫулҫӳрев очеркӗсем, аса илӳсем, халапсем, юмахсем, ача-пӑча литератури тата ытти те. Ҫак хайлавсем ҫынлӑх идейисене, истори тата культура йӑлисене, истори никӗсӗпе Чӑваш енӗн паянхи аталанӑвне уҫӑмлӑн кӑтартса параҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине пӗлмен вулакансем хушшинче чӑваш литературине сарас тӗллевпе пухӑма (коллекцине) чӑвашла хайлавсен вырӑсла куҫарӑвӗсене те кӗртнӗ. Уйрӑмах вулакансене Хветӗр Уяр, Ҫемен Элкер, Куҫма Турхан, Алексей Талвир чӑваш халӑх писателӗсен тата ытти ҫыравҫӑсен историлле романӗсем кӑсӑклантарӗҫ. Вӗсем халӑх пурнӑҫне XV ӗмӗртен пуҫласа тӗплӗн ҫутатаҫҫӗ. Хресченсем ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫӗршӗн тата политика прависемшӗн кӗрешнине, вырӑс тата чӑваш халӑхӗн историри шӑпин пӗрпеклӗхне уҫса параҫҫӗ.
Хайлавсене паллаштарас тӗллевпе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен копине тунӑшӑн, хытӑ диск ҫине куҫарнӑшӑн тата ытти упрамалли мелсемпе усӑ курнӑшӑн вулакансем явапне хӑйсем ҫине илеҫҫӗ.
Енчен те авторсем е автор прависен хуҫисем хайлавсемпе уҫҫӑн усӑ курма ирӗк пама килӗшмесен, ҫийӗнчех кун пирки пире пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир палӑртнӑ хайлавсене электронлӑ коллекцирен кӑларма хатӗр.
Pingback:Наци литературипе библиографи пайӗ. «Чӑваш кӗнеки» центрӗ | Чӑваш Республикин наци библиотеки