Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотеки пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртекен «Библиокаҫ-2017» акцине хутшӑнма йыхӑрать. Уява йӗркелекенсем хальхинче «ГТО» темине суйласа илчӗҫ, девизӗ — «Чи кирли – пултарулӑх тӑрӑмӗ».
«Библиокаҫ: ГТО» — интеллектуаллӑ канупа вӑйӑ азарчӗн, пултарулӑх хастарлӑхӗпе ӑмӑрту хавалӗн тӗлӗнмелле пӗрлӗхӗ. Уяв программинче йӑлана кӗнӗ вӑйӑсемпе конкурссем: «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» ушкӑнсен ӑмӑртӑвӗ, кӑсӑклӑ квестсем, тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем, поэзи вулавӗсем, сӗтел вӑййисем, «Интеллектуариум» ача-пӑча пӳлӗменчи улахсем, кинокуравсем, библиотекӑн кӗнеке упракан пайне экскурсипе ҫитсе курасси т.ыт.те.
Программӑн чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмӗ вара – «Интеллектуаллӑ ГТО» комплекс. Уява кашни хутшӑнакан регистраци тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне евӗрлӗ ГТО нормисене пама пултарать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тӗрлӗ йывӑрлӑхсем витӗр тухма тивӗ: литература ишевӗ, кӗнеке чупӑвӗ, олимп диктанчӗ тата ытти чӑрмавсем. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсене харпӑр зачетра пухнӑ баллсене шутланӑ хыҫҫӑн палӑртӗҫ. Чи нумай балл пухнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене Наци библиотеки тата «Библиокаҫ: ГТО» акцин партнерӗсем паха парнесем парса чыслӗҫ.
Интеллектуаллӑ ГТОн приз фончӗ:
- «Территория Фитнеса» фитнес-клуба пӗр уйӑх ҫӳреме 6 абонемент
- RAZGON | Чебоксары батут паркне кайма 3 сертификат
- Чӑваш Республикин наци библиотекинчен асӑнмалӑх медальсем
- Кашни хутшӑнакана сертификат!
Хӑвӑрт вулама юратакансен IQ 007 хӑвӑрт вулав тата интеллект аталанӑвӗн шкулӗ ирттерекен чемпионатра хутшӑнса сертификат ҫӗнсе илме май пулать.
Унсӑр пуҫне ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ тӗлпулу лапамӗсем ӗҫлӗҫ: Владимир Синяев режиссер «Лесом» ҫӗнӗ фильмӗпе паллаштарӗ, «Присурский» патшалӑх ҫут ҫанталӑк заповедникӗ «Кӑткӑран вӑйлӑрах, кенгуруран хӑвӑртрах, ӑмӑрткайӑкран ҫӳллӗрех» девизпа физкультура урокӗ ирттерӗ, «Шагом марш!» духовой оркестр концертпа савӑнтарӗ, Николя профессор асамлӑ ӑслӑлӑх опычӗсем кӑтартса тӗлӗнтерӗ.
Пурне те ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18.00 сехетре Наци библиотекине уява йыхравлатпӑр! Библиокаҫӑн пур мероприятийӗсем те тӳлевсӗр!
Ольга Тимофеева
«Чӑваш кӗнеки» центр