Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ. Пирӗн халӑх тӗррине тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем пире халӗ те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем тӗрленине ӗненес те килмест.
Чӑваш кил-йышӗнче хӗр ачасене 6-7 ҫултах тӗрлеме вӗрентнӗ. 10-12 ҫул тӗлне вӗсем хӑйсемех тӗрӗсем шухӑшласа кӑларса тӗрлеме пултарнӑ.
Пӗр ученӑй 200 ҫул ӗлӗкех 500 ытла кӗскӗ (хӗрарӑм кӗпи ҫинчи кӑкӑр тӗлӗнчи тӗрӗ) пухнӑ. Пӗрешкел тӗрӗллӗ пӗр кӗскӗ те пулман.
Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑс, илемлӗ, тӑпӑл-тӑпӑл тата хӑйне евӗрлӗ пулнипе уйрӑлса тӑрать. Ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе, авалхи вӑхӑтра вара ылтӑн, кӗмӗл, туй (бронза) эрешсемпе, хаклӑ йышши чулсемпе килӗшсе тӑнӑ.
Тӗртсе тӗрлени. Алӑпа тӗрленисӗр пуҫне эрешсене тӗртсе те тума пултарнӑ. Ӑна пир вырӑнӗпе пир тӗртнӗ чухне тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсем ярса тӗрленӗ. Ҫапла майпа ал шӑлли вӗҫӗсене илемлетнӗ.
Чӑваш тӗррине мӗнле тӗссемпе тӗрленӗ-ха? Ытларах шурӑ пир ҫине тӗрленӗ. Ҫипписем ҫут ҫанталӑкри тӗссене ҫывӑх пулнӑ. Ытлашши йӑмӑх тӗссене килӗшӳсӗр тесе шутланӑ.
Ӗлӗк ҫипсене тӗс кӗртме тӗрлӗрен курӑкпа, ҫулҫӑпа, йывӑҫ хуппипе усӑ курнӑ. Ытларах тӗксӗм хӗрлӗ, элмен, хӑмӑртарах ҫипсемпе тӗрленӗ. Час-часах эреше хура тӗслӗ ҫиппе тӗрлесе ҫавӑрнӑ.
Чӑваш тӗррин ҫӗввисем. Чӑваш тӗрӗ ӑстисем тӗрленӗ чухне 30 ытла ҫӗвӗпе тата ҫӗвӗсен 40-е яхӑн тӗсӗпе усӑ курнӑ.
Чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗ вӑл — ҫип шутласа тӗрлени. Сӑмахран, тан енлӗ виҫкӗтеслӗх тӗрлес тесен кашни енӗ валли пӗр тан ҫип шутласа илмелле пулнӑ. Чӑваш тӗррине тӗрлеме йывӑр, кӑткӑс ӗҫ вӑл. Каярах ҫипуҫа ҫӑмӑлрах тӗрӗпе – хӗреслӗ тӗрӗпе илемлетме пуҫланӑ, ҫавӑнпа ӑна «кахал ҫын тӗрри» тенӗ.
Чӑваш тӗрринчи паллӑсем. Тӗрӗҫсем тӗрлӗ ҫӗвӗпе усӑ курса тӗрленӗ.
Тӗрӗсем ҫынсене, чӗр чунсене, карапсене, йывӑҫ-курӑка тата ытти нумай япалана пӗлтернӗ.
Авалхи чӑвашсем хӑш-пӗр тӗрӗсенче тӗнче тытӑмне хӑйсем мӗнле курнине ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ.
Енькка, Е. Тӗрӗ. Тӗртсе тӗрлени // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 30-32.