Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ Геннадий Федорович Юмарт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем унан пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ биобиблиографи указателӗ хатӗрлесе кӑларчӗҫ.

Кӑларӑма авторӑн 1954 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулхи ака уйӑхӗччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, хаҫат-журналсемпе сборниксенче пичетленнӗ ӗҫӗсене кӗртнӗ.

Указатель икӗ пысӑк пайран тӑрать:

– «Г. Ф. Юмарт пултарулӑх ҫул-йӗрӗ»;

– «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен».

«Г. Ф. Юмарт Пултарулӑх ҫул-йӗрӗ» пая Г.Ф. Юмартӑн тӗпчев ӗҫӗсемпе вӑл хатӗрлесе кӑларнӑ тата редакциленӗ кӗнекесене, унӑн поэзи хайлавӗсене, сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсене кӗртнӗ. Ҫакӑнтах унӑн аса илӗвӗсемпе рецензийӗсем, куҫарӑвӗсем вырӑн тупнӑ. «Публицистика» тата «Поэзи хайлавӗсем» пайсенчи ӗҫсене хронологи йӗркипе вырнаҫтарнӑ.

«Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен» пайра Г. Ф. Юмартӑн тӗпчев тата куҫару ӗҫӗсем ҫинчен, унпа калаҫнисем, хайлавӗсем ҫине ҫырнӑ рецензисем, ӑна халалланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Малтан чӑвашлисем, унтан вырӑслисем тӑраҫҫӗ.

Указателӗн кашни пайӗнчех уйрӑм кӑларӑмсемпе хаҫат-журналсенче тата сборниксенче пичетленнӗ статьясене уйӑрнӑ.

Кӑларӑмпа усӑ курассине ҫӑмӑллатма унӑн вӗҫӗнче алфавитлӑ пулӑшу указателӗсене вырнаҫтарнӑ (ятсен тата илемлӗ хайлавсен). Илемлӗ хайлавсен указателӗнче Г. Юмартӑн кӗнекисенче пичетленнӗ пур хайлавӗсене те кӑтартнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл Салам, Юмарт хушма ятсемпе усӑ курнӑ. Унӑн хушамачӗ – Трофимов.

Кӑларӑма хатӗрленӗ май 100 ытла хаҫат-журнал, литературӑпа публицистика тата тишкерӳ сборникӗ, Чӑваш Республикин пичет ҫул ҫырӑвне пӑхса тухнӑ. Çавӑн пекех Г. Ф. Юмартӑн килти архивӗнчи материалсемпе тата Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Кӗнеке палати» пайра упранакан библиографи информацийӗпе усӑ курнӑ. Район тата республика тулашӗнчи хаҫат-журналсен ячӗсем хыҫҫӑн вӗсем ӑҫта пичетленсе тухнине кӑтартнӑ.

Библиографи указателӗ ӑслӑлӑх, культура, вӗрентӳ ӗҫӗнче ӗҫлекенсемшӗн, шкулта вӗренекенсемпе студентсемшӗн тата Г.Ф. Юмарт ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансемшӗн усӑллӑ пулӗ.

Кӑларӑмпа Чӑваш Республикин наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрта паллашма пулать.