Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ республикӑри библиотекӑсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке парнеле» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна 2012 ҫулта ача-пӑча кӗнекисен паллӑ сайтне ертсе пыракан Эмми Бродмер пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку шухӑша Эммие пӗчӗк ывӑлӗ парнеленӗ. Вӑл пӗррехинче унран: «Мӗншӗн пӗр-пӗрне кӗнекесем парнелемелли ятарлӑ кун ҫук?», – тесе ыйтнӑ.
Пилӗк ҫул хушшинче ҫак юхӑм пӗтӗм тӗнчипе сарӑлчӗ, ҫав шутра – Раҫҫейре те. Пирӗн ҫӗршывра акци пӗрремӗш хут 2017 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртрӗ. Унӑн тӗп идейи – ҫак кун ачасене пӗтӗм чун-чӗререн юратса ачасене кӗнеке парнелесси.
Библиотека ӗҫченӗсем Чӑваш Республикинче пурӑнакансене пӗр-пӗрне, тус-юлташсемпе тӑвансене тата библиотекӑсемпе шкулсене, ача-пӑча учрежденийӗсене кӗнекесем парнелеме чӗнеҫҫӗ. Кӗнекесем парнеленӗ кун Сире Чӑваш Республикин наци библиотекинче кӗтетпӗр.
Çакна каласа хӑвармалла. Библиотекӑна 2018 ҫулта тӳлевсӗр майпа 13446 документ парнеленӗ, вӗсен шутӗнче: 2255 экземпляр кӗнеке; 1001 экз. хаҫат-журнал; 31 грампластинка; 16 нота кӑларӑмӗ; 11 сӑнласа кӑтартакан материалсем; 88 автореферат. Вӗсен шутӗнче наука темипе ҫырнӑ кӗнекесем ҫеҫ мар, илемлӗ литература хайлавӗсем те пур. «Эксмо» издательствинче пичетленсе тухнӑ хальхи вӑхӑтра вулакан авторсен, Татьяна Устиновӑпа Татьяна Веденская библиотекӑна алӑ пусса панисем, тата ытти авторсен 158 кӗнеки. Ҫавна май библиотека фончӗ чӑннипех паха та хаклӑ пичет докуменчӗсемпе пуянланчӗ. Çакӑн пек пулӑмсем библиотекӑн фондне ҫӗнетме пулӑшаҫҫӗ.
Парнелекенсем хушшинче вара – Раҫҫейри тата Чӑваш Республикинчи наукӑпа культура ӗҫченӗсем, вӗренӳ заведенийӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсем тата ҫавӑн пекех, патшалӑх учрежденийӗсемпе фончӗсем. Пурӗ 184 парнелекен.
Ырӑ йалапа чӑваш ҫыравҫисемпе таврапӗлӳҫисем (Надежда Силпи, Ева Лисина, Михаил Кондратьев, Юрий Ялавин, Станилав Отрыванов тата ыттисем те) библиотекӑн вулаканӗсене хӑйсен кӗнекисене алӑ пусса парнелерӗҫ.
Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Ева Лисинан «Анатри чӑвашсен юррисем» тата Геннадий Айхин «Чӗрӗ тӗвӗ» чӑвашларан швед чӗлхине куҫарнӑ кӗнекисене асӑнса хӑварас килет. Кӗнекесем Швеци ҫӗршывӗнче кун ҫути курнӑ. Вӗсене Анника Бэкстремпа Микаэль Нюдаль куҫарнӑ.
Паллӑ куҫаруҫӑ Питер Франс Геннадий Айхин 2017 ҫулта Нью-Йоркра пичетленсе тухнӑ «Время благодарности» кӗнекине Наци библиотекине ҫитерчӗ.
Çавӑн пекех библиотекӑна Чӑваш Республикинчи тава тивӗҫлӗ тухтӑрӑн Зифа Семигулловна Макован тата паллӑ чӑваш журналисчӗн тата ҫыравҫин Герман Николаевич Желтухинӑн килӗнчи библиотекисенчен 73 экземляр кӗнеке тӳлевсӗр парнелерӗҫ.
Наци библиотеки республикӑри тӗрлӗ наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне асӑнса хӑварар — Шупашкарти Еврейсен общини, Тутар Республикинчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Шупашкарти Мари культура центрӗ, Мускаври Туркменистан посольстви. Вӗсем библиотекӑна тӗнчери тӗрлӗ халӑхсен историпе культури ҫинчен ҫырнӑ 9 кӗнеке парнеленӗ.
2018 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке парнеле» акципе килӗшӳллӗн библиотекӑра ӗҫлекенсем хушшинче кӗнеке пуҫтарас ӗҫе йеркелерӗмӗр. Акцие эпир ачасен вулас туртӑмне аталантарас тӗллевпе тата кӗнекесем парнелес йӑлана ҫӗнетсе чӗртес тӗллевпе ирттертӗмӗр. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли 100 кӗнекене яхӑн пуҫтарӑнчӗ. Вӑл кӗнекесене вара эпир кӗнеке вулакансен уявне хутшӑнакансене парнелерӗмӗр. Пурӗ 46 ача кӗнекесене илме тивӗҫ пулчӗ.
Иртнӗ ҫулти чи пысӑк парнесенчен пӗри вӑл — Казах Республикин Астана хулинчи наци академи библиотеки панӑ кӗнекесем. Çавна май библиотека казах чӗлхипе ҫырнӑ 200 кӗнекепе пуянланчӗ. Коллекцире Казах Республикин Президенчӗн Нурсултан Назарбаевӑн кӗнекисем тата казах халӑхӗн йӑли-йӗркипе, культурипе, искусствипе тата Казахстанӑн экономикин, политикин, социаллӑ сферин ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен калакан кӗнекесем.
Финн ученӑйӗ, чӗлхеҫӗ, философи докторӗ Йорма Луутонен хӑйӗн тата ытти чикӗ леш енчи ученӑйсен чӑваш чӗлхине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫӗсене библиотекӑна парнелерӗ.
2018 ҫул тӑршшӗпех Наци библиотеки «Кӗнеке алӑран алла. Хамӑр тата тӑхӑмсем валли» ыр кӑмӑллӑх акци ирттерчӗ. Çак тапхӑрта вӑл 5 пине яхӑн тӗрлӗ каларӑмпа пуянланланчӗ. Ҫак ырӑ йӑла паян та малалла пырать, вулакансем те, учрежденисемпе организацисем те, йӑлана кӗнӗ йӗркене малалла тӑсаҫҫӗ. Кӗнекесем парнелекенсене Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем пурне те тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Роза Степанова хатӗрленӗ.