Авӑн уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче «Библиотекӑсен таврапӗлӳ ӗҫӗ-хӗлӗн ыйтӑвӗсем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри XX ӑслӑлӑхпа практика семинарӗ иртӗ. Ăна Раҫҫейри библиотекăсен ассоциацийӗпе Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей наци библиотеки тата Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркелеҫҫӗ.
Семинарта сӳтсе явма палăртнă тӗп ыйтусем:
- библиотекӑсен таврапӗлӳ ӗҫӗ-хӗлӗн стратегийӗ;
- библиотекӑсен таврапӗлӳ енӗпе ҫыхӑннӑ издательство ӗҫӗ-хӗлӗ;
- электронлӑ ресурссемпе пулӑшусем;
- таврапӗлӳ библиографийӗ;
- библиотекӑсен музей тата архив енӗпе ҫыхӑннӑ таврапӗлӳ ӗҫӗ-хӗлӗ;
- таврапӗлӳ докуменчӗсен текстсӑр формачӗсемпе ӗҫлесси;
- таврапӗлӳ ресурсӗсемпе пулӑшӑвĕсене халӑх хушшинче анлӑ сарасси.
Ӑсталӑх лаҫҫисем:
- «Таврапӗлӳ докуменчӗсен листаллӑ материалӗсемпе ӗҫлесси»;
- «Кино-, фото-, фоно- тата видеодокументсене, компакт-дисксем ҫинчи документсене усӑ курнӑ тата усранӑ тапхӑрта упраса хӑварасси»;
- «Таврапӗлӳ проекчӗсем, территорине аталантарасси, культурӑпа символ ресурсӗсемпе ӗҫлесси».
Раҫҫей Федерацийӗн 39 регионӗнчен – Калиниградран пуҫласа Сахалин таран – 127 библиотека ӗҫченӗ семинара хутшӑнма палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче федераллӑ, регионаллӑ, муниципаллӑ библиотекӑсен специалисчӗсем, архив, музей, вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан шкулсен, обществӑлла организацисен элчисем т.ыт.те. Семинар тĕрлĕ библиотека опычӗпе тата таврапӗлӳ ӗҫӗнче усӑ куракан ҫĕнĕлĕхсемпе паллашма май парӗ.
XX Всероссийский научно-практический семинар «Проблемы краеведческой деятельности библиотек»