2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫнӑ. Пӳлӗме ятарлӑ компьютерпа тата тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, программӑпа тивӗҫтернӗ.
Кунта JAWS (JobAccessWithSpeech) программа, SARA ятлӑ сканерламалли тата вуламалли хатӗр, PAC Mate ятлӑ брайл дисплейӗ, ONYX™ ятлӑ пысӑклатакан аппарат, ViewPlus Cub Jr. ятлӑ брайла принтерӗ пур.
Раҫҫей патшалӑх куҫ курманнисен тата Л. Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш республикин ятарлӑ библиотекисен сайчӗсем ҫине ссылкӑ пур.