Сектор ытти библиотекӑсен тата информаци учрежденийӗсен (организацийӗсен) фондӗнчи документсене хире-хирӗҫ ылмаштарса усӑ курас енӗпе ӗҫлет; документсене вӑхӑтлӑха е яланлӑхах усӑ курма парать; инҫетри вулакансене наука, вӗрентӳ, производство ӗҫӗсенче, культурӑри тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм тӗнчери информаци ресурсӗсемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.
Ӗҫ тӗллевӗсем
— вулакансене информаципе библиотека ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерни
— пӗтӗм тӗнчери библиотекӑсемпе кӗнекесемпе ылмашӑнни
— Чӑваш Республикинчи библиотекӑсем хушшинче абонемента тата документсене электронлӑ майпа ҫитерес ӗҫе йӗркелени
— республикӑри муниципаллӑ библиотекӑсене библиотекӑсем хушшинчи абонемент тата документсене электронлӑ майпа ҫитерес ӗҫре методика пулӑшӑвӗ кӳни
— сектор ӗҫӗн теллевӗсемпе наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем йӗркелени
Пулӑшусем
— Интернетпа, йӑлана кӗнӗ почтӑпа, электронлӑ почтӑпа, телефонпа заказсем йышӑнни
— уйрӑм вулакансемпе коллективлӑ абонентсене библиографи ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерни
— библиотекӑсемпе учрежденисене, предприятисене Наци библиотекин фондӗнчи кӗнекесене вӑхӑтлӑха пани
— ыйтнӑ кӗнекесем Наци библиотекинче ҫук пулсан, вӗсене хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи библиотекӑсене йӑлана кӗнӗ е электронлӑ почтӑпа ыйтса яни
— уйрӑм вулакансемпе коллективлӑ абонентсем ыйтнипе пӗр-пӗр темӑпа ҫырнӑ документсен пуххине хатӗрлени
— документ ытти библиотекӑсенче пуррипе ҫуккине пӗлтерекен справка хатӗрлени
— инҫетри вулакансем ыйтнипе пӗр-пӗр темӑпа библиографи списокӗ хатӗрлени
— библиотекӑсем хушшинчи абонемент тата документсене электронлӑ майпа ҫитерес ӗҫе йӗркелес енӗпе канаш пани
E-mail: mba@nbchr.ru