Чӑваш ҫӗрне иленнӗ чӗр чунсен тӗнчи самаях пуян. Тискер кайӑксем ытларах вӑрмансенче, юхан шывсемпе кӳлӗсем хӗрринче пурӑнаҫҫӗ.
Сӗтпе ӳстерекен чӗр чунсенчен чи шултри – пӑлан. Вӑл пирӗн тӑрӑхра сайра тӗл пулать. Пысӑк пуҫлӑ, вӑрӑм ураллӑ пӑшисем вара Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Етӗрне вӑрманӗсенче йышлӑ. Вӗсен шучӗ 1500-1700-е ҫитет. Вӑрман уҫланкисенче хир качакисем апатланнине курма пулать. Анчах та пирӗн таврара вӗсен тӑшманӗсем те нумай – кашкӑр, ҫӳлевӗҫ, тилӗ, ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксем. Ҫавӑнпа та республикӑра хир кача-кисен шучӗ 50 пуҫран ытла мар. Хир сысни вара йышлӑ – 800-1000 пуҫа ҫитет. Атӑл леш енче тата Сӑр тӑрӑхӗнче упа тӗл пулать. Вӑрмансенче пакша, мулкач, пӑрӑнтӑк, юс, пурӑш, сӑсар пур.
Йывӑҫлӑ вырӑнсем, шыв-шур нумаййи чӑваш ҫӗрне вӗҫен кайӑксене те илӗртет. Республикӑра 200 тӗрлӗ кайӑк йӑва ҫавӑрса ӗрчет. Чанасем, шӑнкӑрчсем, кӑсӑясем, ула кураксем, ҫерҫисем пур ҫӗрте те пурӑнаҫҫӗ. Вӑрманта вара тӑмана, ӳхӗ, улатакка, сырлӑхан, шӑнчас тата ытти кайӑксем тӗл пулаҫҫӗ. Шыв тӑрӑхӗнче хур-кӑвакал йӑва ҫавӑрать. Ку кайӑксем ӗлӗкренех сунар кайӑкӗсем шутланнӑ. Шывлӑ вырӑнсене ҫавӑн пекех чарлансем, кӑрӑпчаксем, хура аистсем, шыв чӗкеҫӗсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Ҫаранлӑ тата ҫеҫен хирлӗ вырӑнсенче вара тӑрисем, хир чӑххисем, путенесем, текерлӗксем, хӑлатсем курӑнаҫҫӗ.
Юхан шывсемпе кӳлӗсенче тӗрлӗ пулӑ нумай: уланкӑ, карас, ҫупах, ҫӑрттан, сазан, партас, кӑртӑш, ырашпӑтри т. ыт. те. Пӗвесенче ятарласа карп ӗрчетеҫҫӗ.
Килти хуҫалӑхсенче ҫынсем ӗне, качака, сурӑх, сысна, хур-кӑвакал тытаҫҫӗ. Вӗсене аш-какай, сӗт-ҫу, ҫӑм, тир туса илес тӗллевпе усраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра лаша тытакансен шучӗ те ӳссех пырать.
Енькка, Е. Чӗр чун тӗнчи // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 28-29.