Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн саккунӗсем пур. Унта ҫынсен прависемпе тивӗҫӗсене ҫырса хунӑ. Чылай патшалӑхӑн Конституци пур. Вӑл патшалӑхӑн Тӗп саккунӗ шутланать. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Чӑваш Республикин Конституцине 2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшсе тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах унта чӑваш чӗлхипе культурипе ҫыхӑннӑ уйрӑм статьясем те пур.
Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем – чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ку чӗлхесене пирӗн республикӑри кашни шкулта, ытти вӗренӳ заведенийӗсенче те вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра учреждени, чарӑну, урам ячӗсене пурне те икӗ патшалӑх челхипе ҫыраҫҫӗ. Ҫак чӗлхесемпе хаҫат-журнал пичетленсе тухать, радио тата телевидени кӑларӑмӗсем йӗркелеҫҫӗ, спектакльсем лартаҫҫӗ, кӗнекесем пичетленсе тухаҫҫӗ т. ыт. те. Республикӑн кирек хӑш патшалӑх учрежденийӗнче те кашни ҫыннӑн хӑйне мӗн кирлине чӑвашла та, вырӑсла та ыйтма ирӗк пур.
Енькка, Е. Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 25.