Республика пуҫӗнче Президент тӑрать. Ӑна республика халӑхӗ вӑрттӑн сасӑласа 4 ҫуллӑха суйлать. Президент хӑй тӗллӗн министрсене палӑртать. Ҫапла майпа правительство – Министрсен Кабинечӗ йӗркеленет. Влаҫӑн тепӗр юппи – Патшалӑх Канашӗ, вӑл халӑх суйланӑ депутатсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш власть – суд.
Кашни патшалӑхӑнах хӑйӗн символӗсем пур. Вӗсен шутне герб, ялав тата гимн кӗреҫҫӗ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӗсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫӗн тата ӑс-хакӑлӗн енӗсене ҫутатса параҫҫӗ. Чӑваш Республикин символӗсене республикӑн Аслӑ Канашӗ 1992 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Ялавпа герб авторӗ – Юрьев Элли Михайлович художник. Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ щит, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента (вӗҫӗсенче – хӑмла ӳкерчӗкӗ).
Патшалӑх ялавӗ тӳркӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти пайӗ сарӑ тӗслӗ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче – «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем.
Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс – сарӑ тата тӗксӗм хӗрлӗ. Сарӑ тӗс – хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.
Мӗн авалтанпах чӑвашсен сарӑ тӗс чи илемли, чи юратни шутланнӑ. Ку вӑл, чи малтан, пӗтӗм тӗнчене ҫутатса, хӗрӳ ӑшӑтса тӑракан кӑнтӑрлахи хӗвел тӗсӗ, пиҫсе ҫитнӗ тыр-пул тӗсӗ, тӗхӗмлӗ ҫӗнӗ пыл тӗсӗ, шӑратнӑ сар ҫу тӗсӗ, пуянлӑх тӗсӗ – авалхи чӑвашсен уяв хӗҫ-пӑшалӗн, хӗрарӑмсен ылтӑнран тунӑ капӑрлӑхӗпе тухйи-хушпӑвӗн тӗсӗ. Ылтӑн ытти металсемпе танлаштарсан нихӑҫан та тутӑхмасть, пин-пин ҫул ним пӑсӑлмасӑр упранать.
Тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫӗр, пулса ҫитнӗ ҫимӗҫ тӗсне пӗлтерет. Вӑл чӑваш халӑхӗн кӑткӑс историйӗн, вӑйӗн тата пурнӑҫӗн символӗ. Тӗксӗм хӗрлӗ тӗс – чӑваш тӗррисенче тӑтӑш тӗл пулакан, ӑна илем кӳрекен тӗп тӗс.
Авалхи халапсенче тӗнче варринче Пурнӑҫ йывӑҫҫи ӳсет. Вӑл хӑйӗн турачӗсемпе ҫӳл тӳпене, тымарӗсемпе ҫӗре тытса тӑрать. Ҫапла вара, ку йывӑҫ пурнӑҫ ӗмӗрех, яланах пулассине тата пӗтӗм тӗнчере ҫирӗп йӗрке пуррине пӗлтерет.
Гербпа ялав ҫинчи виҫӗ хӗвел – телейлӗ те тивлетлӗ пурнӑҫа, халӑхӑн иртнӗ тата хальхи кун-ҫулне, унӑн малашлӑхне кӑтартакан символ. Ҫак шухӑша чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай хӑйӗн пӗр сӑввинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑмахсемпе ҫирӗплетсе парать.
Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем – Герман Лебедев композитор тата Илле Тукташ поэт. Текстне вырӑсла А.И. Дмитриев куҫарнӑ. Гимн республика паллӑ тӑвакан халӑх уявӗсенче, чаплӑ пухусене уҫнӑ тата хупнӑ чухне, тӗрлӗ церемони вӑхӑтӗнче Патшалӑх ялавне ҫӗкленӗ чухне, ют патшалӑх ертӳҫисене кӗтсе илнӗ чухне янӑрать.
Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси – кашни ҫын тивӗҫӗ.
Енькка, Е. Чӑваш Республикин тытӑмӗ тата символӗсем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 21-24.