Ҫулсем. Чӑвашсем, Хӗвел тухӑҫӗнчи нумай халӑх пекех, 12 ҫуллӑ календарь ярӑмӗпе усӑ курнӑ. Кашни ҫулӑн хӑйӗн символӗ — чӗр чунӗ пулнӑ. Ҫул ярӑмӗ (цикл) шӑши ҫулӗнчен пуҫланнӑ, унтан ӗне, барс, мулкач (куян), арӑслан, ҫӗлен, лаша, сурӑх, упӑте, чӑх, йытӑ, сысна ҫулӗсем пулнӑ.
Уйӑх ячӗсем. Чӑвашсен уйӑхпа хӗвел календарӗн кашни ҫулӗнче 12 уйӑх пулнӑ, анчах кашни 2 ҫултан 13-мӗш уйӑха хушнӑ.
Чӑвашсем, ытти халӑх пекех, ҫӗнӗ ҫула ҫуркунне кӗтсе илнӗ. Авал чӑваш сен мӑн аслашшӗсем Хура тинӗс ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Кунта ҫуркунне февраль уйӑхӗнче пуҫланать, ҫавӑнпа февраль уйӑхен чӑвашла ячӗ — нарӑс уйӑхӗ (авалхи иран сӑмахӗнчен — «ноуруз» сӑмахран — пулса кайнӑ, ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗ тенине пӗлтернӗ).
Март — пуш уйӑхӗ, вӑл «пуш, пушаннӑ» тенине пӗлтерет. Ку уйӑхра уй-хир ӗҫӗсем пуҫланманран пуш уйӑхӗ тенӗ.
Апрель — ака уйӑхӗ. Ку уйӑхра ака-суха ӗҫӗ пуҫланнӑ.
Май — ҫу уйӑхӗ, «ҫулла» тенипе пӗр пӗлтерӗшлӗ.
Июнь — ҫӗртме уйӑхӗ. Ку уйӑхра ҫӗртме сухи тунӑ, урӑхла каласан, каннӑ ҫӗре сухаланӑ.
Июль уйӑхӗнче утӑ ҫулаҫҫӗ, ҫавӑнпа ку уйӑха утӑ уйӑхӗ теҫҫӗ.
Август уйӑхӗнче ҫурлапа тырӑ вырнӑ, ҫавӑнпа ку уйӑхӑн ячӗ — ҫурла уйӑхӗ.
Сентябрь — авӑн уйӑхӗ. «Авӑн» тесе тырӑ кӗлтисене типӗтмелли вырӑна каланӑ.
Октябрь — юпа уйӑхӗ. «Юпа» тесе вил тӑпри ҫине ҫак уйӑхра лартакан асӑну юпине каланӑ.
Ноябрь — чӳк уйӑхӗ. Ку уйӑхра ҫӗнӗ тырӑ ячӗпе кӗлтуса уяв ирттернӗ. Тырӑ-пулӑшӑн тав туса чӳк тунӑ.
Декабрь — раштав уйӑхӗ, вырӑс чӗлхинчи «рождество» сӑмахран пулнӑ.
Январь — кӑрлач уйӑхӗ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе, ку сӑмах ытти тӗрӗк чӗлхисенче «сивӗ» тенине пӗлтерет. 13 уйӑхлӑ ҫулсенче икӗ кӑрлач пулнӑ — мӑн кӑрлач тата кӗҫӗн кӑрлач.
Кун ячӗсем:
Тунти кун (понедельник).
Ытлари кун (вторник).
Юн кун (среда).
Кӗҫнерни кун (четверг).
Эрне кун (пятница).
Шӑмат кун (суббота).
Вырсарни кун (воскресенье).
Ӗлӗк чӑвашсен канмалли тата эрнен пуҫламӑш (пӗрремӗш) кунӗ эрне кун пулнӑ.
Эрне кун «эрнери кун» тенине пӗлтерет.
Эрне кун умӗнхи кун — кӗҫнерни кун (кӗҫӗн эрне кунӗ), «эрнери кӗҫӗн кун» тенине пӗлтерет.
Юн кун — ҫак кун выльӑх-чӗрлӗх пуснӑ. «Юн кунӗ» пӗлтерӗшлӗ.
Вырӑс чӗлхинчи «суббота» тата чаваш чӗлхинчи шӑмат кун еврей чӗлхинчи «шаббат» («кану» тенине пӗлтерет) сӑмахран пулнӑ.
Хальхи канмалли кун ячӗ — вырсарни кун. Ку сӑмаха чӑвашсем вырӑссенчен йышӑннӑ: «воскресенье» чӑвашла «вырӑс эрни кунӗ» тенине пӗлтерет.
Талӑк. Хальхи вӑхӑтра талӑк ҫӗрле, ҫур ҫӗрте, пуҫланать. Хӑш-пӗр халӑхсен пекех, чӑвашсен те ҫӗнӗ талӑк хӗвел ансан, урӑхла каласан, каҫхине пуҫланнӑ. «Тунти кун каҫхине» тени ӗлӗк «ытлари кун пуҫламӑшӗ» тенине пӗлтернӗ.
Енькка, Е. Чӑваш халӑх календарӗ // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 66-68.