Чӑваш халӑх юрӑҫисем. Ӗлӗк чӑвашра пултаруллӑ халӑх юрӑҫи нумай пулнӑ. Сӑмахран, Эмине ятлӑ юрӑҫ ҫинчен каланисем ку таранчченех сыхланса юлнӑ. Вӑл халӗ Комсомольски районне кӗрекен Виҫпӳрт ялӗнче XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ.
Халӑхра каланӑ тӑрӑх, Эмине пурнӑҫӗ питӗ йывӑр, ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Унӑн юратнӑ каччине Янтукана пӑлхава хутшӑннӑшӑн каторгӑна янӑ. Эминене вара вӑйпах Янтукана тӗп тунӑ ҫынна качча парасшӑн пулнӑ. Хӗр ҫак мӑшкӑла тӳсеймесер хӑй ҫине ал хунӑ. Чылай вӑхӑт иртсен те Эминен юррисене халӑх манман.
Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр,
Иккӗшӗнче — икӗ сар кайӑк.
Юрлас тесен — йӗреп,
Йӗрес тесен — юрлап.
Мӗншӗн эпӗ кайӑк пулман-ши?
Пире иксӗмӗре, савнӑ тусӑм,
Мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши?
Чӑваш халӑх юрӑҫи Эминен сӑввисене Пӗтӗм тӗнче литература библиотекин ик ҫӗр томлӑ сборникне кӗртнӗ.
Тепӗр паллӑ чӑваш халӑх юрӑҫи – Чӑваш Хвети. Вӑл Шупашкар таврашӗнчи пӗр ялта 1810 ҫул тӗлнелле ҫуралнӑ. Д.П. Ознобишин поэт «Заволжский муравей» журналта унӑн 14 юррине пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Хвети ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Каярахпа унӑн ытти сӑввисем те кун ҫути курнӑ. Чӑваш Хветине «Чӑваш Пушкинӗ» тенӗ. XX ӗмӗрти тепӗр паллӑ чӑваш юрӑҫи Гавриил Федоров 1878 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗрекен Томаккасси ялӗнче ҫуралнӑ (1962 ҫулта вилнӗ). Г. Федоров нумай юрӑ пӗлнӗ. Чӑваш халӑхӗ ӑста юрӑҫӑ пултарулӑхӗпе чӑвашсен паллӑ композиторӗ С.М. Максимов тӑрӑшнипе паллашнӑ. Вӑл Г.Ф. Федоровран пурӗ 800-е яхӑн чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ. Акӑ вӑл юрланӑ юррӑн пӗр ҫаври:
Кӗмӗл ҫӗрӗ ҫыруллӑ,
Тӑхнӑр ҫыру пӗтиччен.
Эпир юрланӑ юррине
Аснӑр асран кайиччен.
Вырӑс тата чӑваш композиторӗсенчен нумайӑшӗ Г. Федоров юрланӑ юрӑсен кӗввисемпе хӑйсем юрӑсем хайланӑ чухне усӑ курнӑ.
Пурте пӗлекен, юратакан тепӗр халӑх юрӑҫи — Ираида Вдовина. Вӑл халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кӗчкей ялӗнче 1913 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ (1985 ҫулта вилнӗ). Институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Чӑрӑш Туҫа ялӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Ираида Григорьевна халӑхран 1000-е яхӑн юрӑ ҫырса илнӗ. Мускавра вӑл юрланӑ чӑваш халӑх юррисен 3 пластинки тухнӑ. 1985 ҫулта «Чувашские народные песни, напетые И. Вдовиной» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ, унта 222 юрӑ кӗнӗ.
Чӑвашсен профессиллӗ юрӑҫисем. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсен малтанхи профессиллӗ юрӑҫисем пулнӑ.
Тӗнчипех паллӑ опера юрӑҫи (бас) — Максим Михайлов халӗ Вӑрнар районне кӗрекен Кульцав ялӗнче 1893 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ (1971 ҫулта вилнӗ).
Максим Дормидонтович Пӗтӗм Союзри радиора тата Мускаври Пысӑк театрта ӗҫленӗ. Вӑл оперӑри арисене тата халӑх юррисене питӗ лайӑх юрланӑ.
Малтанхи профессиллӗ юрӑҫсенчен пӗри Анна Токсина пулнӑ. Вӑл халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче 1898 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ (1985 ҫулта вилнӗ).
Анна Ивановна Чӑвашрадиора тата Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ.
Енькка, Е. Чӑваш халӑхӗн юрӑ ӑстисем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 19-21.