Чӑваш ташшине кӗвӗ каласа е ушкӑнпа юрласа ташланӑ.
Хӗрарӑмсен, арҫынсен, ватӑ ҫынсен, ҫамрӑксен, хӗрсен ташшисем пулнӑ. Кашни ташша уйрӑм кӗвӗпе ташланӑ. Пӗччен, икшерӗн е ушкӑнпа ташламалли ташӑсем те пулнӑ.
Ташланӑ чухне хӗрарӑмсемпе арҫынсем пӗр-пӗрне перӗнмен. Ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑйӑсенче ҫеҫ хӗрсемпе каччӑсем алла-аллӑн тытӑнса юрланӑ. Ыталани, алӑсене «ирӗке яни» хӗрарӑма хисеплеменнине пӗлтернӗ.
Хӗрарӑмсем ҫемҫен, тикӗс, лӑпкӑн ташланӑ. Ташланӑ чухне урасене урайӗнчен уйӑрманпа пӗрех, алӑсене вара куҫ шайӗнчен ҫӳле ҫӗклемен.
Арҫынсен ташшисем урӑхларах пулнӑ, вӗсене хӑвӑртрах, хӗрӳ ташланӑ.
Тахҫан авал чӑвашсен уйрӑм ташӑ-ҫулӑм ҫинче ташласси йӑлара пулнӑ. Ӑна ытларах вилнӗ ҫынна асӑннӑ чухне ташланӑ пулмалла. XIX ӗмӗрте пурӑннӑ ҫын ҫак ташӑ ҫинчен каласа пани чӑнлавра сыхланса юлнӑ:
«…Хӑнасем малтан пӳртре ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, унтан урама тухаҫҫӗ. Урамра вилнӗ ҫыннӑн пӳртне хирӗҫ пысӑках мар юпа лартаҫҫӗ, ун ҫумне ҫурта ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫуртана ҫутаҫҫӗ, юпа ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртеҫҫӗ. Купӑсҫӑ хӑйӗн йывӑҫ купӑсне калать. Ҫунакан кӑвайт ҫинче вара… ташӑ пуҫланать. Кӑвайт сӳничченех ташлаҫҫӗ. Ытти хӑнасем юпа тавра тӑрса ташлаҫҫӗ, ҫын вилсен юрлакан юрӑсене юрлаҫҫӗ».
Вырӑс писателӗ Н.Г. Гарин-Михайловский «Несколько лет в деревне» (Ялта темиҫе ҫул) кӗнекинче чӑваш хӗрӗсен вӑййине ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:
«…Манпа калаҫса тӑракан мучи хӗрсем патне кайрӗ те вӗсене ҫывӑхарах килме ӳкӗтле пуҫларӗ курӑнать. Хӗрсем кӑштах турткаланса тӑчӗҫ, юлашкинчен килӗшрӗҫ вара.
Эпӗ вӗсем мӗнле утса килнине сӑнаса тӑтӑм: ним хӑрамасӑр, акӑш пек ярӑнса, танлӑн ҫывхарчӗҫ.
— Кур, — терӗ мана мучи.
Хӗрсем алла-аллӑн тытӑнчӗҫ те пысӑк вӑйӑ карти туса юрла пуҫларӗҫ. Вӗсен юрри те, вӑййи те тӗлӗнмелле илемлӗ, ун пеккине эпӗ ӗмӗрне илтмен те, курман та. Сцена ҫинче, балетра, оперӑра ҫеҫ курнӑ. Анчах ку балет та, опера та мар-ҫке, ку вӑл — пурнӑҫ.
Пысӑк вӑйӑ карти тикӗссӗн те хуллен шӑвать, хӗрсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ҫурма айӑккӑн ҫаврӑнса утаҫҫӗ. Пӗр утӑмне пысӑккӑн ярса пусаҫҫӗ, вара тӑп тӑраҫҫӗ те тепӗр урине ерипен сиктереҫҫӗ.
Сцена ҫинче ҫакӑ, тен, пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япала пек туйӑннӑ пулӗччӗ – кунта вара ҫав ҫамрӑк хӗрсен вӑййи калама ҫук илемлӗ те чӑннӑн курӑнчӗ.
Хӗрсем хӑйсен умнелле пӑхнӑ та юрра шӑрантараҫҫӗ.
— Сӑмахсӑр юрлаҫҫӗ, — тет ватӑ пӑлханса, — вилсен Турӑ патне кайнӑ чухне те ҫапла юрлӗҫ. Вӗсем куҫран тӳррӗн пӑхса сасӑ еннелле утӗҫ… Чухӑн ҫыннӑн ҫылӑхсемсӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Ырӑ аслӑ Турӑ каҫартӑр тесе сасӑ еннелле ҫеҫ сӑмахсӑрах утӗҫ…
Хӗрсем юрланӑ май тӑлмач мучи мана ӑнлантарать:
— Эпир, чӑвашсем, хамӑр пек пурӑнатпӑр ҫапла. Аслӑ Турӑ пире ҫуркунне кӳрсе пачӗ, унӑн хӗрӗ вара туйсем ирттерме пулӑшать.
Кун-ҫулӑмӑр шӑвать ҫапла: суха тӑватпӑр, ҫулталӑкӗпех ӗҫлетпӗр, ҫуркунне ҫитсен каллех вылятпӑр та кулатпӑр. Пурне те эпир савӑнса тӑватпӑр: ӗҫлетпӗр, уяв тӑватпӑр, вилӗм ҫитсен — вилетпӗр. Ҫапла пурӑнатпӑр эпир. Ку юрра вара ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ — ҫуркунне юрлама юрать, ытти чухне ҫылӑх пулать.
Ватӑ ҫын калать, эпӗ итлесе тӑратӑп.
Хушӑран ырӑ шӑршӑллӑ уй варринче юрӑ хыттӑн янӑраса тӳпенелле ҫӗкленет, унта вара тӑри юррипе пӗрлешет…
Мӗн вӑл опера, мӗн вӑл романс?! Ҫак ӗмӗр ҫамрӑк ҫуркуннен ырӑ шӑршине, вӗҫсе иртен ӗмӗрсемшӗн ачашшӑн хуйхӑрнине палӑртасси вӗсенчен пулать-и вӑл? Пурне те ватакан-ҫӗмӗрекен саманасем витӗр икӗ пин ҫултан та хӑйӗн ӗлӗкхи пурнӑҫӗн сӑн-сӑпатне ку тарана ним улшӑнми илсе ҫитернӗ халӑхӑн юррине палӑртасси вӗсенчен пулать-и вара? Ӑҫтан ун пек юрра шухӑшласа кӑларӑн?..
Эпӗ тӑна кӗтӗм те хӗрсем мана пуҫ тайса саламланине астуса шлепкене хыврӑм, хам та вӗсене саламласа, хисеплесе те пӗтӗм чунтан тав туса пуҫ тайрӑм».
Енькка, Е. Чӑваш халӑх ташшисем // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2008. – С. 16-18.