«Чӑваш Ен литература картти» проект литература пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе паллаштарать. Унӑн тӗллевӗ – вулакансене чӑваш литературин паянхи пуян та нумай енлӗ пурнӑҫӗпе паллаштарасси, наци литературин чи лайӑх кӗнекисене вулакан патне ҫитересси тата ҫынсене вулама хавхалантарасси.

Литература пурнӑҫӗнчи пулӑмсем ҫакӑн пек пайсенче вырнаҫнӑ: «Персонӑсем», «Географи кӑтарткӑҫӗ», «Чӑваш литературин историйӗ», «Литература премийӗсем», «Литературӑри пулӑмсем», «Кӗнеке вырӑнӗсем». «Вулав залӗ».

«Персонӑсем» пая чӑваш ҫыравҫисене халалланӑ, Кунта Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫей Федерацийӗнчи чӑвашсем хушшинчен тухнӑ паллӑ ҫыравҫӑсене кӗртнӗ. Кунта пурӗ 300 ытла ҫыравҫӑн биографине, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ литературӑна тата ҫыравҫӑсен хайлавӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш литературин классикӗсен Константин Иванов, Михаил Сеспель, Педер Хузангай, Яков Ухсай, Илле Тукташ тата паянхи авторсен Юрий Семендер, Борис Чиндыков, Любовь Мартьянова, Лидия Сарине, Геннадий Максимов, Михаил Юхма т ыт. те ячӗсем.

«Географи кӑтарткӑҫӗ» пайра ҫыравҫӑсем ҫуралнӑ вырӑнсен списокне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш литературин 19 ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченхи аталанӑвӗпе «Чӑваш литературин историйӗ» пай паллаштарать. Каласа хӑвармалла, чӑвашла ҫырнӑ пӗрремӗш хайлавсем шӑпах ҫак ҫулсенче кун ҫути курнӑ.

Чӑваш Республикин чи пӗлтерӗшлӗ литература премийӗсемпе тата вӗсене илме тивӗҫнӗ лауреатсемпе «Литература премийӗсем» пай паллаштарать.

Писательсен союзӗсем, литература пӗрлешӗвӗсем, литературӑ жуналӗсемпе альманахӗсем ҫинчен, кӗскен каласан, паянхи чӑваш литературинчи лару-тӑрӑва «Литература пӗрлешӗвӗсем» пай уҫса парать.

Республикӑри районсемпе хуласенчи библиотекӑсем, издательство ҫурчӗсем, кӗнеке лавккисем ҫинчен «Кӗнеке вырӑнӗсем» пайра вуласа пӗлме пулать.

«Литература пулӑмӗ» пай вара кӗнеке конкурсӗсене, фестивалӗсене, премьерисене тата уявӗсене ҫутатать.

Вулама юратакансемшӗн тата чӑваш литературине тӗпчекенсемшӗн «Вулав залӗ» питӗ паха пулмалла. Кунта «Чӑваш литературин ылтӑн ҫупҫи: вуламалли 100 кӗнеке» коллекцие вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ паллӑ чӑваш ҫыравҫисен электронлӑ кӗнекисене вулама май парать.

Проекта пурнӑҫа кӗртни, Чӑваш Республикинчи литература аталанӑвӗ, лару-тӑрӑвӗ, ҫыравҫӑсен союзӗсем ҫинчен ҫырнӑ информацие пӗр базӑна пухма май парать. Ҫакӑ Интернетпа усӑ куракансене чӑваш литературин историйӗпе, паллӑ ҫыравҫӑсемпе, литературӑпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсемпе тата хальхи чӑваш литературин аталанӑвӗпе паллашма ҫул уҫса парать.

«Чӑваш Ен литература картти» проект библиотекӑсене, ҫыравҫӑсемпе вулакансене пӗрлештерсе тӑракан ресурс.

Эпир ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисене литература карттине тултарас енӗпе пӗрле ӗҫлеме чӗнсе калатпӑр. Наци библиотеки сирӗнпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме яланах хатӗр.

Чӑваш Республикин Наци библиотеки:
http://www.nbchr.ru/
e-mail: kray@nbchr.ru
тел. (8352) 230-217, 144 хушмалла