Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премин лауреачӗ, Раҫҫей Федерацин писательсен союзӗн членӗ Георгий Фёдоров профессор ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ «Паллӑ тӗпчевҫӗ, ӑста ҫыравҫӑ» уяв каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗрле ирттереҫҫӗ.
Георгий Иосифович Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Патакасси ялӗнче ҫуралнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче республикӑри шкулсенче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑ. 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ, 4 монографи, тӗрлӗ учебниксемпе вӗренӳ пособисем ҫырса хатӗрленӗ.
Унӑн паллӑрах ӗҫӗсем: «Художественные судьбы женщин в чувашской прозе ХХ века», «Прозаическое мастерство Анатолия Емельянова», «Художественный мир Федора Уяра», «Художественный мир чувашской прозы», «Леонид Агаков: сăнарлă пултарулăх çулĕ-йĕрĕ», «Рондо: ярăм-поэма», «Художественное воплощение женских образов в чувашской литературе», «Чăваш литератури (1945-1985)», «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» (2 т.) и др. т.ыт.те.
Шел пулин те, 2015 ҫулта Георгий Иосифович пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн ку калама ҫук пысӑк ҫухату. Унӑн ӗҫне паян вӗренекенӗсем, ӗҫтешӗсем, юлташӗсем малалла тӑсаҫҫӗ.
Уяв каҫне паллӑ тӗпчевҫӗне, пултаруллӑ ҫыравҫӑна Георгий Фёдорова хисепле асӑнма ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, журналистсем, вӗрентекенсемпе студентсем пухӑнӗҫ. Мероприяти 14.00 сехетре Наци библиотекин акт залӗнче (119 пӳлӗм) пуҫланать.
Хыпара хатӗрлекенӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева