Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург тата журналист Марина Карягина Чӑваш Республикин наци библиотекине литература тӗпелне йыхравлать. Хальхинче вӑл вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарӗ.
Пултаруллӑ драматург ҫырнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагедине 2010 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине кӑларнӑ. 2013 ҫулта ҫак хайлавшӑн Марина Карягина Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль кӗске хушӑра Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи чылай фестивале хутшӑннӑ: Турци («Конья»), Саранск («Йӑх ҫурти»), Хусан («Науруз»), Уфа («Туганлык»).
Эп Улӑп йӑхӗнчен пил илнӗ
Вутра – хӗрме, шывра – ҫунма,
Ҫут тӗнчене савмашкӑн килнӗ
Чӑваш ятпа, йӑваш чунпа.
Халӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине чӑвашла пӗлменнисем те вулама пултараҫҫӗ, ӑна вырӑсла тата акӑлчанла куҫарнӑ!
Марина Карягина палиндромсем хайлама та ҫав тери ӑста. Тӗрӗссипе, чӑваш литературинче палиндром формипе ҫырнӑ сӑвӑ-поэма халиччен пулман-ха! Ахальтен мар, Атнер Хусанкай литература критикӗ пултаруллӑ сӑвӑҫа чӑваш палиндромийӗн пионерӗ тесе хаклать. Нумай пулмасть «Free poetry» издательство ҫуртӗнче Марина Карягинӑн «Сӑнакан Ӑс» палиндромсен пуххи кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ сӑвӑсем философилӗхӗпе, витӗмлӗхӗпе чуна тыткӑнлаҫҫӗ.
Поэзие юратакансене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 15.00 сехетре Наци библиотекине (119 пӳлӗм) кӗнекесен хӑтлавне чӗнетпӗр!
Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева