Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи поэзин антологине» (Антология современной поэзии народов России) пахаларӗҫ. Кӗнеке хӑтлавне ҫыравҫӑсемпе тӗпчевҫӗсем, патшалӑх тытӑмӗн представителӗсем, журналистсем, культура ӗҫченӗсем пухӑнчӗҫ. Уява уҫнӑ май Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов федераци шайӗнче пурнӑҫланса пыракан проект ҫинчен тӗплӗнрех чарӑнса тӑчӗ, ку ӗҫе хастар хутшӑннисене тав турӗ.
Раҫҫейӗн нумай нациллӗ литературин антологисене кӑларасси федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленсе пырать. Проект тӑрӑх пурӗ виҫӗ том тухмалла: хальхи поэзи, ача-пӑча литератури тата проза. Ку ӗҫ вӑраха каймасси куҫкӗретех: паянхи кун вулакан пӗрремӗш кӗнекепе ҫӑмӑллӑнах паллашма пултарать, кӑҫалах ача-пӑча литературин антологийӗ те кун ҫути курасса шантараҫҫӗ хатӗрлекенсем.
Хальхи поэзин антологине кӗртмелли хайлавсене суйласа илес ыйтупа регионсенчи редакци канашӗсем вӑй хунӑ. Пирӗн республикӑра ку ӗҫе обществӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ литература кӑларас тӗлӗшпе патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш туса пынӑ. Ун ҫумӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗсенчен, тӗрлӗ обществӑллӑ организацисенчен тӑракан ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ, ертӳҫи — Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ (маларах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ) Юрий Исаев.
Антологине 57 наци чӗлхипе ҫырнӑ 229 авторӑн поэтикӑллӑ хайлавӗсем тата вӗсен вырӑсла куҫарӑвӗсем кӗнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекере кашни халӑхӑн литература чӗлхи, поэзи уйрӑмлӑхӗсем тата авторсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Чӑваш литературипе вулакана тӳрех пилӗк сумлӑ сӑвӑҫ паллаштарать: Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Марина Карягина, Любовь Мартьянова тата Петӗр Яккусен. Юрий Артемьев литература тӗпчевҫи палӑртнӑ тӑрӑх сӑвӑҫсене суйласа илес ыйту ҫав тери ҫивӗч, тавлашуллӑ пулнӑ. Ҫапах та ӗҫлӗ ушкӑн тӗплӗн шухӑшласа, тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ пилӗк автор ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсен поэзийӗ ҫӳллӗ шайра, вулакан чӗринче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ, чӑваш халӑхӗн менталитетне лайӑх кӑтартса парать. Кӗнекене 1991 ҫул хыҫҫӑн пичетленсе тухнӑ чи паха хайлавсем ҫеҫ кӗнӗ. Сӑвӑсен чӑвашла тата вырӑсла куҫарӑвӗсене кӗртнӗ.
Презентацие антологине кӗнӗ авторсем хутшӑнни уйрӑмах паха пулчӗ. Марина Карягина Мускавра иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивальне хутшӑнни ҫинчен каласа пачӗ, Любовь Мартьяновӑпа Петӗр Яккусен хӑйсен пултарулӑхне пысӑк хак панӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Юрий Исаев «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи поэзин антологин» пӗрер экземплярне Чӑваш Республикин наци библиотекипе Шупашкарти библиотекӑсен пӗрлешӗвне парнелерӗ.
Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева