Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ поэт, юрӑҫ, композитор Георгий Хавал хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерчӗ. Кӗрекере тепӗр хут пӗрле пуҫтарӑнма сӑлтавӗ те пысӑк пулчӗ: автор вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарчӗ «Санпала пӗрле пуласчӗ=Рядом с тобой» тата « Ҫул хыҫҫӑн ҫул = За годом год» сӑвӑ-юрӑ пуххисем.

Фоторепортаж

Поэта саламлама чылай хӑна пуҫтарӑннӑ: калем ӑстисем, культура ӗҫченӗсем, тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем. Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов автора тӑван культурӑна аталантарас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тав турӗ, малалла та халӑха сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарма ҫирӗп сывлӑх тата хавхалану сунчӗ.

Георгий Хавал 33 ҫул Шалти ӗҫсен министерствинче вӑй хунӑ, халӗ те вӑл ӗҫсӗр лармасть, республикӑн пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ветерансен организацине тата «Ҫулӑм» пултарулӑх ансамбльне ертсе пырать. Раҫҫейӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов Георгий Андреевич харсӑрлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе, нумай енлӗ пултарулӑхӗпе, пурнӑҫа юратнипе тӗлӗнсе пӗтерме ҫуккине пӗлтерчӗ, ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртрӗ.

Чӑваш халӑх писателӗ Михаил Юхма каланӑ тӑрӑх «Георгий Хавал пултарулӑхе, унӑн сӑвви-юррисем пирӗн наци пурлӑхӗ, вӗсем халӑх асӗнче, ӳлӗмрен те килес ламсен асӗнче пулӗҫ».

Уяв каҫӗнче поэт хайланӑ сӑвӑ-юрӑ янӑрарӗ: куракансене Лариса Васильева, Валентина Двойнова, Клара Осокина, Клара Чекушкина тата ытти эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата Георгий Андреевич ертсе пыракан «Ҫулӑм» ансамбль савӑнтарчӗҫ.

Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева