Хаклӑ вулаканӑмӑрсем! Эсир кӗнеке вулама юрататӑр-и? Эппин, сире Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» регионсем хушшинче ҫиччӗмӗш хут иртекен конкурса хутшӑнма чӗнет. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пырӗ. «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса Чӑваш кӗнеке издательствинче тухса тӑракан кӗнекесемпе тӑтӑшах интересленекен, вӗсене юратса вулакан 6-22 ҫулсенчи ачасемпе яш-кӗрӗм хутшӑнма пултарать.
Кӑҫал конкурс тӑватӑ номинаципе иртет.

«Юратнӑ кӗнеке пирки ҫырнӑ чи лайӑх хайлав». Ку номинацие хутшӑнакансен Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ кӗнекене вуланӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑла тӗпе хурса хайлав хатӗрлемелле, ятне памалла, вӑл е ку кӗнеке сире мӗнпе тыткӑнларӗ, мӗншӗн шӑпах ҫак хайлава суйласа илтӗр т.ыт.те. Ӗҫ калӑпӑшӗ – 1-3 страница. Ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та хатӗрлеме пултаратӑр:,вӗсене fed_ol@mail.ru электронлӑ адреспа та йышӑнатпӑр.

«Юратнӑ кӗнекери чи интереслӗ самант» темӑпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк». Ку номинаципе хутшӑнакансен кӗнекери чи кӑмӑла кайнӑ сыпӑка ӳкерсе памалла. Пӗр-пӗр сӑнар портретне ҫеҫ калӑпланӑ тата кӗнекесенчен ӳкерсе илнӗ ӗҫсене жюри членӗсем пӑхса тухмаҫҫӗ, хак памаҫҫӗ.

«Ача хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» номинацире ачан хӑй шухӑшласа кӑларнӑ хайлава кӗнеке пек хатӗрлесе памалла. Ҫак ӗҫе калӑплакансем тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсемпе, фломастерсемпе, илемлӗ хутсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Текста алпа ҫырмалла, Интернетран тупса ҫыпӑҫтарнӑ ӳкерчӗксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ӗҫӗ тӗпре.

«Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп». Ку номинацире чи килӗшнӗ кӗнеке ҫинчен рекламӑланӑ евӗр каласа памалла. Ӑна слайд, кӗске видео, ӳкерчӗк (плакат), презентаци е текст евӗр хатӗрлемелле. Кӗске видео ӳкерекенсем хӑйсен ӗҫӗсене пирӗн «ВКонтакте» страницине адреспа ярса памалла.

Тепӗр хут аса илтерсе хӑварам: кирек хӑш номинацире хутшӑнакан ӗҫе те ача хӑй пурнӑҫламалла, аслисем хатӗрлесе панӑ ӗҫсене жюри членӗсем шута илмеҫҫӗ. Конкурсра хутшӑнма Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларӑмӗсемпе ҫеҫ усӑ курмалла. Уйрӑм хут ҫине:
— номинаци ятне;
— ячӗпе хушаматне;
— миҫе ҫултине;
— хӑш шкулта вӗреннине (чӑвашла та вырӑсла та тулли те тӗрӗс);
— килти адресне;
— конкурса хутшӑнма хавхалатараканӑн (ертӳҫӗн) хушаматне, ятне, ашшӗ ятне туллин, телефон номерне;
— суйласа илнӗ кӗнекен ятне, авторне, хӑш ҫулта тухнине палӑртмалла.

Ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13 ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, 820 пӳлӗм, «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс. Конкурсӑн тулли йӗркипе (Положени) тата конкурса хутшӑнакансен списокӗпе Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче www.chuvbook.ru адреспа «Конкурссем, акцисем» пайра паллашма пулать.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса йӗркелесе пыракан
Ольга ФЕДОРОВА редактор.
Тӗплӗнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.