Халӑх ҫипуҫӗ – чӑвашлӑхӑн чӗрӗ палли, наци илемӗ. Кăçал кăрлачран пуçласа пуш уйăхĕччен иртнĕ регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурс ăнăçлăхĕ пурне те хавхалантарса ячĕ. Ку ӗҫ-пуҫа пуçарса яраканӗ — чăваш тумĕн тата тӗрӗ ӑсти Зинаида Воронова. Палӑртнӑ конкурса пĕтĕмлетсе паха кĕнеке кăларма шутланă.

Фоторепортаж
Чӑвашла видеорепортаж («Эрне» ятлӑ информаци программи. НТРК кӑларӑмӗ. 06.10.2017)
Чӑваш халӑх сайчӗ

2017 ҫулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗнче тӗлӗнмелле пулӑм – чӑваш халӑх тумӗн уявӗ иртрӗ. «Мерчен» хӑнисем – фестиваль-конкурсӑн лауреачӗсем, республикӑри тӗрлӗ районсенчен килнӗ ӑстасем пулчӗҫ. Уява, конкурса йӗркелекеннисенчен пӗри, конгресӑн ĕç тăвакан комитетăн ертÿçин çумĕ Нина Андреева тата «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелне йӗркелесе пыраканӗ Вера Архипова ертсе пычӗҫ.

Наци вулавӑшӗн тата конгресӑн ĕçченĕсене çак пархатарлă ĕçре Шупашкарти культурăпа ÿнер институчĕн ĕçченĕсем питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Тĕл пулăва унăн ректорĕ Наталья Баскакова, халăх пултарулăх кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева тата Николай Балтаев ÿнерçĕ те çитрĕç.

«Çавра сĕтеле» килнисене ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, культурăпа ÿнер институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова саламларĕç. Вӗсем лауреатсене халăхăн чи паха туприне — тумне сыхласа хăварса, кăтартса тата ун çинчен каласа пама пултарнăшăн тав турӗҫ.

«Халӑх тумӗ – наци культурин асамӗ. Ман шутпа, ҫакӑн пек пысӑк шайра мероприятисем ирттерни питӗ вырӑнлӑ та пархатарлӑ ӗҫ. Шăп хальхи саманара кирлĕ вӑл. Ку пулăмсем килпетсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑха пуҫ пулма памаҫҫӗ. Ку ӗҫ-пуҫа эпир малалла та тӑсӑпӑр», — шантарчӗ вице-президент.

«Фестиваль чӑваш халӑх тумӗн ытарайми тӗслӗхӗсемпе – ХVIII ӗмӗртен пуҫласа паянхи кун таран – паллаштаракан пулӑм пулса тӑчӗ. Ҫипуҫпа капӑрлӑх тӗслӗхӗсем, халӑх тумӗ ӗмӗртен ӗмӗре мӗнле аталанса пынине тӗшмӗрме май парать. Хамӑрӑн историе тӗрӗ, тум урлӑ вӗренмелле», — палӑртрӗ халӑх ӑсти Зинаида Воронова.

«Халӑх тумӗн малашлӑхӗ пур. Ҫакӑн йышши уявсем ирттерни, ҫамрӑк ӑрӑва явӑҫтарни – питӗ кирлӗ те пархатарлӑ ӗҫ», — ҫирӗплетрӗҫ лауреатсем.

Савӑнӑҫлӑ уяв тӗлне наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем «Чӑваш эрешӗсем» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Курава кӗртнӗ документсем чӑваш халӑх тумӗ мӗн авалтан еплерех аталанса пынине, унӑн историпе, тӑхӑнса-сырӑнса ҫӳремелли меслетсемпе паллаштараҫҫӗ. Сумлӑ кĕнекесенчен пӗри, паллах, «Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха». Унӑн авторӗсем – Василий Николаев, Геннадий Иванов- Орков, Виталий Иванов. Кӗнеке-альбомӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш тумӗ курӑмлӑ илем пӗрлӗхӗ тата ятлӑ-сумлӑ истори палӑкӗ пулнине кӑтартса парасси. Проект авторӗсем альбома ӑслăлăх, илемлӗх, ансатлӑх енчен килӗшӳллӗ тума тӑрӑшни курӑнать.

Экспозицире ҫавӑн пекех халӑх ӑстисен кӗнекисем – Валентина Минеевӑн «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ», Евгения Жачевӑн «Чӑваш тӗрри», чӑвашсен паллӑ ӳнерҫин Моисей Спиридоновӑн «Чӑваш эрешӗ» тата тӗпчевҫӗн Геннадий Иванов-Орковӑн «Узоры, цвет, символика», «Татьяна Шарковӑн тӗррисемпе пуканисем» тата «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» кӗнеке-альбом. Кӗнекесенче тӑван халӑх тумӗн аваллӑхӗ те, хальхи шӑпи те лайӑх курӑнать.

Чӑваш кӗнекин центрӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева «Чăваш тĕррин ÿнерĕ» электронлӑ кӑларӑмпа паллаштарчӗ. Килнисене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Мария Горшкова тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Кинер хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.

Чӑннипех те, чӑваш йӑли-йӗркипе, кӗпи-тумӗпе паллаштаракан мероприятисем питӗ кирлӗ, вӗсем тӑван халах историйӗ тата культури пирки тĕплӗнрех пӗлме пулăшаҫҫӗ. Уявсене йӗркелекенсем, хутшӑнакансем чунран тухакан ăшӑ сӑмаха тивӗҫлӗ.

Пресса:

Архипова, Вера. Культура вучахӗ хӗм сапать / Вера Архипова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2017. — 25 юпа/октябрь (№ 5). — С. 8 : фот. цв.
Архипова, Вера. Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ : [конкурс лауреачӗсене «ҫавра сӗтеле» пуҫтарни ҫинчен] / Вера Архипова, Зоя Яковлева // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2017. — 25 юпа/октябрь (№ 5). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗксем.

Вера Архипова.
Тел.: 23-02-17, доб. 140