Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкне халалласа «Чӑваш поэзийӗнчи атте-анне сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци иртрӗ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультечӗн доценчӗ Ольга Скворцова вуларӗ.
Атте-анне пӗлтерӗшӗ чӑвашсемшӗн калама ҫук пысӑк, мӗн авалтан чӑваш ҫынни хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗпе амӑшне сума сӑвать, чунтан хисеплет. Халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ фольклор тӗслӗхӗсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ: «Атте-аннерен хакли нимӗн те ҫук», «Атте килӗнчине нимӗн те ҫитмест», «Атте-анне халалӗ пин сумлӑх» тесе ваттисем ахальтен каламан ӗнтӗ.
Чӑваш литературинче атте-анне ҫинчен ҫырман поэт ҫукпа пӗрех. Кашни сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗнче ҫак сӑнар уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать. Тӗпевҫӗсем каланине илес пулсан, анне ҫинчен пусласа сӑвӑ ҫыраканӗ Турхан Яккӑвӗ шутланать. Пирвайхи сӑвӑра лирика геройӗ чунне уҫса парать, тӑван амӑшне хурланса аса илет. Г. Комиссаров, Т. Кириллов, Г. Кореньков, Э. Турхан, С. Тӑванъялсем, П. Хусанкай, Я. Ухсай, А. Воробьев, М. Волкова тата ытти нумай-нумай чӑваш сӑвӑҫи анне сӑнарне витӗмлӗн ӳкерсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсенчен Л. Мартьяновӑна, П. Яккусене, Р. Сарпине асӑнса хӑварма пулать, вӗсен лирикинче ачалӑх саманчӗсене аса илни, атте-аннерен каҫару ыйтни, вӗсене пӗтӗм чун хавалӗпе юратни уҫҫӑнах илтӗнет.
Поэтсем хайланӑ йӗркесем ҫамрӑк ӑрӑва ваттисене хисеплеме, Тӑван ҫӗр-шыва юратма, ӗмӗрхи хаклӑхсене тӗпе хурса пурӑнма, таса та ырӑ чунлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ тесе пӗтӗмлетрӗ Ольга Скворцова лекци вӗҫӗнче.
Мероприятие пулас вӗрентекенсем — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата вулакансем хутшӑнчӗҫ, лекци кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Тепӗр лекци «Чӑваш драматургийӗнчи атте-анне сӑнарӗ» ятпа чӳк уйӑх вӗҫенче иртӗ.
Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева