Чӑваш Республикин наци библиотекинче раштавӑн 12-мӗшӗнче литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ ҫыравҫӑ, драматург, журналист Владислав Николаев ертсе пычӗ. Ларӑва чӑваш литературине чунтан кӑмӑллакан ҫамрӑксем пухӑнчӗҫ. Чи малтанах пухӑннисем хӑйсемпе кӗскен паллаштарчӗҫ: чылайӑшӗ хаҫат-журналта вӑй хурать, литературӑри ҫитӗнӳсемпе те мухтанма пултарать. Акӑ, чӑваш ачисен «Тантӑш» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Петрова ачаранах сӑвӑ-калав ҫырма юратать, халӗ те вулакансене тӑтӑшах ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарать. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова (Австрийская) вара «Чӑлах пуканесем» ятпа уйрӑм кӗнеке кӑларма та вӑй ҫитерчӗ.

Кун йӗрки тӑрӑх «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева литература клубӗн тытӑмӗ, тӗллевӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫакӑн пек пӗрле туслӑ йышпа пухӑнса чӑваш литератури тавра калаҫни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлтерчӗ.

Малалла сӑмах Николай Мартыновӑн пултарулӑхӗ ҫинчен пулчӗ. Клуб пайташӗсем паллӑ чӑваш ҫыравҫин «Кӑвак хуппи» повеҫне тата ытти хайлавӗсене тишкерчӗҫ, пултаруллӑ прозаикӑн чӗлхи сӑнарлӑ, шухӑшӗ тарӑн пулнине палӑртрӗҫ.

Владислав Николаев литература клубне «Варкӑш» ят пама, ларусенче ҫамрӑк ҫыравҫӑсене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма, хайлавсене хаклама сӗнчӗ. Ку шухӑшпа пурте тенӗ пек килӗшрӗҫ. Пӗтӗмӗшле хальхи тӗлпулу хаваслӑ лару-тӑрура иртрӗ, пухӑннисем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем хускатрӗҫ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлтерчӗҫ, шӳтлерӗҫ.

Ҫитес тӗл пулӑва кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вуласа килмелли хайлав – Василий Эктелӗн «Лили» повеҫӗ. Хапӑл туса кӗтетпӗр!

 

Хыпара хатӗрлекенӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева