Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ чӑваш поэчӗн Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене автор халиччен кун ҫути курнӑ сӑввисемпе ҫӗнӗ хайлавӗсене пухса кӗртнӗ.
Тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене тивӗҫлӗ хак пама библиотекӑна хисеплӗ хӑнасем пухӑнчӗҫ: ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вӗрентекенсем, чӑвашлӑхшан ырми-канми тӑрӑшакан хастарсем.
Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекен редакторӗ, писатель тата журналист Василий Кервен авторпа ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ пулнине, поэтӑн чӗлхе туйӑмӗ лайӑххине пӗлтерчӗ. Кӗнекен ум сӑмахне ҫыракансенчен пӗри, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка ялӗнчи шкул директорӗ Владимир Андреев та Сатур пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ, унӑн хайлавӗсем тарӑн шухӑшлӑ, пуян чӗлхеллӗ пулнине палӑртрӗ. Раиса Сарпи поэтесса шухӑшӗпе вара «Сатур – пиҫсе ҫитнӗ сӑвӑҫ, унӑн хайлавӗсенче шухӑшӗ пысӑк, ритмӗ хӑйне евӗрлӗ». Вӑл автора лайӑх куҫаруҫӑ тупса сӑвӑсене вырӑсла куҫарса тӗнче шайне ҫитме сунчӗ. Чӑвашсен тепӗр мухтавлӑ поэчӗ Петӗр Яккусен Сатурӑн поэзийӗ ҫак пӑтрашуллӑ саманара туйӑм управлӑхӗ пек туйӑннине пӗлтерчӗ.
Тӗл пулура литература тӗпчевҫисем те хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсене уҫса пама васкарӗҫ. Атнер Хусанкай каланӑ тӑрӑх «Сатур поэзине философи поэзийӗ теме пулать, автор ӑса, ӑс-хакӑла, ӑс-тӑна питӗ ҫӳлле вырӑна лартать».
Калаҫакансем йышлӑ пулчӗҫ: Виталий Станьял литература критикӗ те хӑйӗн ҫивӗч сӑмахне каларӗ, Виталий Родионов профессор, Ирина Софронова, Василий Пушкин тӗпчевҫӗсем, пултаруллӑ калем ӑстисем Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Борис Чиндыков, Марина Карягина, Лидия Филиппова, Валерий Алексеев тата ыттисем те Станислав Сатура ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа ӑшшӑн саламларӗҫ, литература ӗҫӗ-хӗлӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.
«Юхӑмра» кӗнекепе Чӑваш Республикин наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче паллашма пулать.
Хыпара хатӗрлекенӗ
Ольга Тимофеева