Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» тӗпелӗнче Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ. Владимир Петрович Галошев – Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗсен пайташӗ, чӑваш халӑх тӗнчине тӗпчекен нумай-нумай кӗнеке тата фильм авторӗ.
Фоторепортаж
Официальный сайт Минкультуры Чувашской Республики
Официальный сайт Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики
Официальный сайт Чувашского национального конгресса
Официальный сайт администрации Яльчикского района Чувашской Республики
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайчӗ
Уява Чӑваш наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова ертсе пычӗ. Мероприяти яланхиллех пуян программӑпа савӑнтарчӗ. «Мерчен» тӗпелӗнче калем ӑстисем, ҫыравҫӑсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ӳнерҫӗсем, патшалӑх тата муниципаллӑ службӑра тӑракансем, общество деятелӗсем, тӑванӗсем тата ентешӗсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем сахалӑн мар пуҫтарӑнчӗҫ. Ученӑй–педагог, педагогика наукисен кандидачӗ Валентина Хлебникова академик; краевед, чӑваш халӑх академикӗ Станислав Отрыванов; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, журналист-публицист, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лидия Филиппова; Чӑваш АССР татат РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александр Евтихеев; журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Яковлев; писатель, журналистсен Çемен Элкер премийӗн лауреачӗ Петр Сидоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Петр Пупин фильмпа кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ. Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ Василий Яковлевпа Галина Мышкина чун-чĕререн хумханнине, ачалăха каялла таврăнса курнăнах туйăннине каларĕç. Вӗсем тӑван шкулӑн исорийӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тулли кӑмӑлпа паллашрӗҫ. Калас пулать, видеофильма компьютер технологийӗсемпе анлă усӑ курса хатӗрленӗ. Сӑнӳкерчӗксене фильм валли режиссерӑн хӗрӗ Анна тирпейлесе хатӗрленӗ, шкул макетне 3D программăра Александр ывалӗ пурнӑҫланӑ, автор текстне Ольга мӑшăрӗ вуланӑ.
Кушкӑ шкулӗн юбилейӗ тӗлне фильм авторӗ пухăннӑ материалпа усă курса ҫавӑн пекех кӗнеке те хатĕрленĕ. Владимир Петрович калашле çак икĕ калăплав пĕр-пĕрне хушса вăйлатса шкул историне тĕплĕнрех уçса параççĕ. Калăпăр, шкул макетне кĕнекере виçĕ енлĕ пространствора (3D макет) кăтартса пама май çук. Фильмра сăнÿкерчĕк çинчи кашни ачан е педагогăн ятне-шывне палăртма май çук, кĕнекере çакна тума питĕ меллĕ тата ытти те. Пухӑннисене Владимир Галошев хӑйӗн малаллахи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.
Тухса калаҫакансем Владимир Галошев ӗҫӗ питӗ вăхӑтлӑ пулнине, шкулсенче тӑван ен культурине, историне вӗрентекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палӑртрӗҫ. Шкулăн авалхи историне электронлӑ майпа чӗртсе тӑратма пултарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем – Лидия Филиппова, Вера Архипова, Роза Степанова, Максимилиан Севастьянов уяв хуҫине тутар поэчӗн Габдулла Тукайӑн «Фаэтон весны» сӑвӑ сборникне парнелерӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрăва Конгресăн культура комитечӗн пайташӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӑн лауреачӗ Роза Степанова чӑваш халӑх юррисемпе илемлетрӗ. Хӑтлӑ залра «В. Галошев журналистӑн, ӳнерҫӗн тӗнчи» кӗнекепе документ куравӗ ӗҫлерӗ. Кĕскен çапла калама пулать, «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмпа кӗнеке – автор хӑй ентешӗсене, шкулăн тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ педагогсен коллективне пуç тайса ҫӗкленӗ палӑк.
Кӑҫал пуш уйӑӗхӗн 10-мӗшӗнче Владимир Галошев 50 ҫул тултарчӗ. Эпир пултаруллӑ чӑваш ывӑлӗпе чӑннипех те мухтанатпӑр, профессилле ӑсталӑхшăн тата суйласа илнӗ ӗҫре парӑнса ĕçленĕшĕн тав тӑватпар! Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану, пултарулӑхра пысăк ҫитӗнӳсем тата интереслӗ ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑпӑр!
Пресса:
Архипова, Вера. Шкул историне — электрон майпа : [Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Мерчен» тӗпелӗнче Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хаклавӗ иртни ҫинчен] / Вера Архипова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2018. — 24 пуш/март (№ 11). — С. 10 : сӑн ӳкерчӗк.
Архипова, В. Шкул ҫинчен — кӗнекепе фильм : [Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хаклавӗ ҫинчен] / В. Архипова // Елчӗк ен. — 2018. — 17 пуш (№ 19). — С. 2.
Смирнова, Надежда. Фильм кӑна мар, кӗнеке те : [Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владимир Галошевӑн «Кушкӑ шкулӗ — 125 ҫулта» ятпа кун ҫути курнӑ кӗнеке хӑтлавӗ иртни ҫинчен] / Надежда Смирнова // Хыпар. — 2018. — 16 пуш/март (№ 26/27). — С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.
Вера Архипова.
Тел.: 23-02-17, доб. 140.