2018 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сире «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сĕтел ĕçне тата савăнăçлă тĕлпулăвахутшăнма чĕнетпĕр. Ăна паллă чĕлхеçĕ, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, обществăпа политика ĕçченĕ, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ А.П. Хусанкай 70 çул тултарнине халалланă.
Лару Чăваш Республикин наци библиотекин лару залĕнче (119 пÿлĕм) 13 сехетре пуçланать.