Чӑваш Республикин наци библиотекинче кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче вулакансем паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ Валентин Константиновӑн «Тупа» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл 2018 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ тӑватӑ хайлав кӗнӗ.
Мӗнле шухӑш-туйӑм ҫуратрӗ-ха кӗнеке? Светлана Константинова уйрӑм предприниматель кӗнекене тулли кӑмӑлпа вуласа тухнине пӗлтерчӗ, ӑна пурнӑҫ пособийӗ тесе хакларӗ, хайлавсем ҫынсене пӗр-пӗрне илтме, ӑнланма, каҫарма вӗрентнине палӑртрӗ.
Таврапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ Станислав Отрыванов шухӑшӗпе Валентин Константинов вулакана ӑнланмалла ҫырать, унӑн чӗлхи ҫӑмӑл та ансат. Ҫав вӑхӑтрах «Тупа» романри ӗҫсем ҫав тери хӑвӑрт пулса иртеҫҫӗ: 150 страницӑрах пӗтӗм пурнӑҫ иртсе кайрӗ. Тен, ку хальхи самана ыйтнипе ҫыхӑннӑ: эпир пӗр вӗҫӗмсӗр ялан таҫта васкатпӑр. «Француз Йӑванӗ» пеккисем вара кашни ялтах пур, вӗсенчен кулаҫҫӗ, вӗсене кӳрентерме пӑхаҫҫӗ. Калав вӗҫӗнче Йӑвана ҫав тери Парижа илсе ҫитерес килчӗ. Мӗнле пулӗччӗ-ши унӑн пурнӑҫӗ хӑйӗн ӗмӗтӗнчи хулана курнӑ хыҫҫӑн?.. Паллах, ҫакӑн пек кӗнекесене паян кӑлармалла, вӗсем кӑштах та пулин ачасене вулама, чӑваш чӗлхине хисеплеме хистеҫҫӗ», — шухӑша кайрӗ Станислав Гурьевич.
Лариса Петрова ҫамрӑк корреспондентшӑн вара автор сӑнарсенче ыррине курма тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ пулчӗ, хӑш-пӗр вырӑнсене чӑн пурнӑҫран илнӗн, пӗлекен-паллакан ҫынсем пиркиех каласа кӑтартнӑн туйӑнчӗ ӑна.
Алина Трофимова чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ шучӗпе вара «Тупа» роман чӗлхе енчен кӑштах типӗрех пулсан та, содержанийӗпе пуян пулса тухнӑ».
Кӗнекен редакторӗ пулма Ольга Федоровӑна тӳр килнӗ. Вӑл хайлавсенче кашнинчех тарӑн шухӑш пуррине, тӑванлӑх туйӑмӗ малти вырӑнта тӑнине палӑртрӗ. Уйрӑмах ӑна «Ан кай, кӑвакал, шыв хӗрне» повесть кӑмӑла кайнӑ. «Кунта литература мелӗсемпе усӑ курни килӗшрӗ. Лӑпкӑ хайлав. Мэн Хо кореец сӑнарӗ урлӑ автор ҫамрӑксене йӑх-несӗлсене тӗпчемеллине, ҫемьепе ҫыхӑну ҫухатмалла маррине асӑрхаттарса хӑварать. Валентин Константинов паянхи пурнӑҫа паянхи ҫын куҫӗпе кӑтартса парать», — пӗлтерчӗ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен «Тупа» кӗнеке вулакансен кӑмӑлне ҫавӑрчӗ, ырӑ, чуна пырса тивекен хайлавсем шкул ачисене тӑванлӑх, туслӑх туйӑмӗсене упраса хӑварма, аслисене хисеплеме, тӑван кӗтесе ялан асра тытма вӗрентеҫҫӗ.
Ҫитес тӗлпулу нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнеки тӑрӑх иртӗ.
Ольга Тимофеева хатӗрленӗ.