Ҫак кунсенче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Республикин наци библиотекине сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» (Каҫ кӗвви) ятлӑ пуххине парнелерӗ. Кӗнеке Сербин тӗп хулинче, Белградра, «Алма» издательствӑра кун ҫути курнӑ. Унта чӑваш поэчӗ тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем – «Ҫичӗ кӗлӗ», «Илемпи», «Телейлӗ лӗпӗш», «Салтак арӑмӗ», «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» т.ыт.те – кӗнӗ. Вӗсене пурне те сербсен пултаруллӑ поэтесси тата куҫуруҫи Даяна Лазаревич куҫарнӑ.
«Каҫ кӗвви» кӗнеке умсӑмахне чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Беларуҫ Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫырнӑ.
Асӑннӑ кӗнекен хыҫсӑмахне ҫыраканӗ вара – серб халӑхӗн тӗнчипе паллӑ прозаикӗ тата публицисчӗ Милутин Джуричкович доктор. Вӑл чӑваш поэчӗн сербла куҫарнӑ сӑввисене пысӑка хурса хакланӑ.
«Каҫ кӗввисем» кӗнекене вулакансем В. Туркай биографийӗпе те паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗнеке тиражӗ – 200 экземпляр.