Нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче «Яндекс.Тăлмачă» тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла, чăвашларан тĕнчери 100 яхăн чĕлхене куçарма тытăнчĕ. Нарӑс уйӑхен 27 мӗшӗнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи – тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ. 15 çул каялла тума палăртса хунă ĕç юлашки 4-5 çулта – 2016 тата 2019-2020 çулсенче – пысăк утăмсемпе аталаннă. «Яндекс.Тăлмачă» тĕрĕс куçартăр тесен ăна чăвашла-вырăсла ик чĕлхеллĕ предложенисемпе тата тулли текстсемпе пуянлатмалла. Халĕ унта «Яндекс» 250 пин ытла мăшăр предложени вырнаçтарнă, Николай Плотников ертсе пынипе ĕçлекен ушкăн тепĕр 50 пин ытла мăшăр хатĕрлесе хунă, анчах та предложенисене 500 пин мăшăртан иртсен тин «Яндекс. Тăлмачăри» предложенисен йышне ӳстересшĕн.