Килте ларнǎ вǎхǎт – хамǎр пĕлĕве, пултарулǎха аталантарма меллĕ самант. Ҫĕннине пĕлме, юратнǎ кĕнекесене тепĕр хут вулама, аудиокĕнекесем итлеме, ҫавǎн пекех онлайн мелĕпе вĕренме май та, вǎхǎт та пур. Ку енĕпе сире библиотека пулǎшма хатĕр. Эпир сире библиотека сайчĕпе тата социаллǎ хутлӑхри ушкǎнсенсенче Чǎваш Республикин наци библиотекинче упранакан кǎсǎклǎ документсемпе, электронлǎ библиотекǎри коллекцисемпе тата ытти усǎллǎ ресурсемпе паллаштарǎпǎр.
Цифра ҫине куҫарнǎ информаци ресурсĕсем:
Электронлǎ каталог. Электронлǎ каталогра библиотекǎра упранакан 2 млн. ытла кĕнеке ҫинчен информаци тупма пулать.
Республикин электронлǎ библиотеки Чǎваш 37 пин ытла цифра ҫине куҫарнǎ документ вырǎн тупнǎ, вĕсенчен 20 пин докуменчĕпе ирĕклĕ усǎ курма юрать. Документсене темǎсемпе тата уйрǎм ҫынсемпе пайланǎ.
Чǎваш литературин ылтǎн ҫẏпҫи: вуламалли 100 кĕнеке. Ку коллекцире эсир 100 чǎваш ҫыравҫисен чи лайǎх хайлавĕсемпе паллашма пултаратǎр. Кунта Константин Иванов, Ҫеҫпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Геннадий Айхи, Ҫемен Элькер, Юрий Сементер ҫырнǎ чǎвашла тата вырǎсла хайлавсене вулама май пур.
Виртуаллǎ куравсем. Пурĕ 50 ытла темǎсемпе тата уйрǎм ҫынсене халалланǎ куравсем.
Видео. Кунта библиотекǎра иртнĕ уявсенче ẏкернĕ видеосюжетсепе роликсем, илемлĕ литература хайлавĕсене вуланисем вырǎн тупнǎ.
Чӑваш ен культура эткерӗ. Чǎваш халǎхĕн историпе культури тата паллǎ ҫыннисем ҫинчен ҫырнǎ материалсем вырнаҫнǎ. «Литература» пайра темǎсене халалланǎ сǎвǎсен ярǎмĕсем тата юмахсем пур.