Чăваш чĕлхи кунне халалланă акцире Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Красноярск тăрăхĕсенче тата ытти регионсенче пурăнакан 500 ытла çын хутшăнчĕ.
Çак кунсенче #люблючувашский хештеглă видероликсем Интернетри социаллă тетелсенче йышлансах пычĕç. Ача пахчине çӳрекенсем, шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата ытти тĕрлĕ профессиллĕ çынсем юратнă поэтсен сăввисене е хăйсем шăрçаланă илемлĕ хайлавсене вуларĕç. Ытларах чăваш чĕлхине, тăван кĕтесе, аннене, Аслă Çĕнтерĕве, туслăха, çутçанталăка халалланă сăвăсем янăрарĕç.
Вулакансен çул-ӳсĕмĕ тĕрлĕрен пулчĕ – виçĕ çултан пуçласа сакăрвун виçĕ çул таранах. Акă, Шупашкар районĕнчи Пранькка ялĕнче пурăнакан 83 çулхи Клавдия Иванова Л. Мартьянован «Кун килет те каять çаврăнса» сăввине чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ, 3 çулхи Ева Кириллова вара «Пукане яла каять…» хайлавпа тыткăнларĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ çынсем ушкăнлă видеоролик хатĕрленĕ, вĕсем – халĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем – К. Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне шăрантарчĕç.
Акци чăваш поэчĕсен пултарулăхне тимлĕх уйăрма, халăха ытларах вулама хавхалантарма, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемне тепĕр хут туйса илме май пачĕ.
Хастарсене акцие хутшăннăшăн тав тăватпăр!