Чăваш Республикин наци библиотеки ҫулсеренех ҫулталӑкри чи нумай вуланакан чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене палӑртаканччӗ. Кӑҫал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнӗ май эпир ҫӗр ҫуллӑхри чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртас терӗмӗр, «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пуҫарса ятӑмӑр. Унăн тĕллевĕ наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене, хайлавӗсене халӑх хушшинче анлă сарасси, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстересси.
Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» ятарлӑ сайтра кăмăла кайнă кĕнекешĕн е хайлавшăн сасăлама пултараççĕ. Кунта 18-мӗш ĕмĕр варринчен пуçласа 21-мӗш ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература тата популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ, вăл шутра Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петӗр Хусанкайăн, Ухсай Яккӑвӗн, Геннадий Айхин, Çемен Элкерĕн, Юрий Сементерĕн, Хӗветер Уярăн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинан тата ытти паллă çыравçăсен кӗнекисем. Хайлавсем ҫынлӑх идейисене, истори тата культура йӑлисене, Чӑваш ен аталанӑвне уҫӑмлӑн кӑтартса параҫҫӗ. Интернетпа усӑ куракансем ҫакӑнта вырнаҫнӑ кӗнекесене компьютер, планшет, смартфон урлӑ ҫӑмӑллӑнах уҫса вулама пултараҫҫӗ.
Вулав референдумӗ юпа уйӑхӗчченех тӑсӑлӗ. «Çĕр çуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята чи нумай сасă пухнă хайлав тивĕçĕ.
Чӑваш литературине кӑмӑллакансене, вулакансене ҫак акцие хастар хутшӑнма, юратнӑ кӗнекесемшӗн сасӑлама йыхравлатпӑр.