Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекин ютуб каналĕнче «Ӗмӗр хушшинчи чӑваш литератури» çавра сӗтел иртрĕ. Калаçăва Юрий Артемьев филологи наукисен докторĕ, Екатерина Якимовăпа Елена Чекушкина филологи наукисен кандидачĕсем тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург хутшăнчĕç.
Калаҫу питĕ кăсăклă пулчĕ, хутшăнакансен хӑш-пӗр шухӑшӗсем пӗр килмерĕç.
Юрий Михайлович литература критикин ыйтăвĕсемпе вун-вун ҫул ĕçленӗ май илемлӗ сӑмах тĕнчи мĕнлерех аталанса пынă тапхӑрĕсене вӑхӑт виçипе тата вертикаль енĕпе кăтартса пачĕ. Вӑл литературӑри чи пӗлтерӗшлӗ ятсенчен пуçласа – К.Иванов, М. Ҫеҫпӗл, П. Хусанкай тата паянхи ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Петр Хусанкайӑн ятне пӗрре мар аса илчӗ, унăн вăйлă сасси самана йывăрлăхĕсене пăхăнмасăр çирĕппĕн янранинчен тӗлӗнни ҫинчен каларӗ.
Борис Борисович хӑй черетӗнче тӗрлӗ критиксемпе литературоведсен ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене аса илчĕ. Уйрӑммӑн драматурги аталанăвĕ темине хускатрĕ.
Ертсе пыракан Екатерина Романовнӑпа Елена Петровна интереслӗ ыйтусем парса калаҫӑва ӑста тытса пычĕç.
Дискуссие хутшӑнакансем ҫакӑн пек анлӑ темӑна сӳтсе явма пӗр передача кӑна ҫителӗксӗррине палăртрĕç. Ҫакӑн йышши калаҫусене библиотека малалла та ирттерме палӑртать.
«Ӗмӗр хушшинчи чӑваш литератури» передачӑна Чӑваш Республикин наци библиотекин ютуб каналӗнче курма пулать.