Кăҫалхи «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕн кăсăклă пулăмĕсенчен пĕри – паллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист Марина Карягина ирттерекен «Хаваспа çыратпăр сăвă. Палиндромсем» ăсталăх лаççи. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ.
Палиндромсем тесе эпир малтан та, хыçалтан та пĕр пекех вуланакан сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсене, предложенисене калатпăр. Марина Карягина пултарулăхĕнче палиндром меслечĕпе çырнă сăвăсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ, вĕсем вулакана сăнарлăхĕпе, тарăн шухăшĕпе тыткăнлаççĕ. Атнер Хусанкай тĕпчевçĕ сăвăçа «чăваш палиндромийĕн пионерĕ» тесе хаклать. 2002 çулта «Хыпар» хаçатра Марина Карягинăн «АкА» поэми кун çути курнă, çакăн хыççăн сăвăç пултарулăхĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать, палиндром йĕркипе çырнă хайлавсем пĕрин хыççăн тепри шăрçаланса тухаççĕ. Унăн сăввисене тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă, хайлавĕсем «Раççей халăхĕсен хальхи литературин антологине» те кĕнĕ.
Ăсталăх лаççинче поэзие юратакансем Марина Карягинăн пултарулăхĕпе çывăхрах паллашĕç, палиндромлă сăвăсем хайлама вĕренĕç. Унта хутшăнас тесен маларах 23-02-17 (хуш. 144) телефон номерĕпе шăнкăравласа çырăнмалла. Хапăл тăватпăр!