Ҫурла уйӑхӗн 10-16-мӗш кунӗсенче Шупашкарта Наци ӗҫӗсен Федераллӑ агенстви тата Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки ертсе пынипе «Атӑл асамачӗ» ятлӑ Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен поэзийӗн фестивалӗ кӑҫалхипе 3-шӗш хут кӗрлерӗ. Фестиваль тапхӑрӗнче 6 площадка ӗҫлерӗ, тӗрлӗ мастер-классем, ҫавра сӗтел тата ытти мероприятисем иртрӗҫ. Фестивалĕн тĕп пулăмĕсенчен пĕри вăл – «Пĕрле» поэзи кăшăлĕ.
Самана хушнипе, хальхинче фестиваль онлайн мелӗпе иртрӗ. Апла пулин те, хутшӑнакансем сахал мар: Раççейри 15 тăрăхран тата Азербайджан çĕршывĕнчен. Чӑваш енӗн паллӑ сӑвӑҫӗсен: Юрий Семендер, Светлана Асамат, Марина Карягина, Лидия Сарине, Раиса Сарпи, Дмитрий Поздеев; тата ҫамрӑк сӑвӑҫсен — Мальвина Петровӑпа Лариса Петровӑн сассисем янрарӗҫ. Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленийĕн ертÿçи Иванов Николай Федорович видеосаламӗ поэзи уявне уҫрӗ.
Фестиваль мӗнле иртнине Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕнче кӑтартрӗҫ. Поэзи уявӗн материалӗсене Чăваш Республикин наци библиотекин YouTube каналĕнче, социаллă тытăмсенче курма пулать.