Олег Алексеевич Николаев 1969 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Шупашкарти строительство техникумӗнче «Граждан тата промышленность строительствин техник-строителӗ», 1998 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Предприятисен экономики тата предпринимательство ӗҫӗ» специальноҫсене алла илнӗ. 1999 ҫулта ҫак аслӑ шкултах Президент программипе професси ӑсталӑхне ӳстернӗ. Германире стажировкӑра пулнӑ. Ĕҫ ҫулне Шупашкарти «Монолитсрой» производствӑпа строительство пӗрлешӗвӗнче монтажникрен пуҫланӑ. Тӗрлӗ предприятире тӗп бухгалтер, директор ҫумӗ, директор, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ министрӗн ҫумӗ, Предпринимательство ӗҫӗсен департаменчӗн ертӳҫи, Раҫҫей регионӗсенчи банксен ассоциацийӗн директор-вице-президенчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн V пухӑвне «Справедливая Россия» партирен депутата суйланнӑ. 2015 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулма кандидата тӑратнӑ. 2016 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ. 2020 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ. «Справедливая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн председателӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулхи январӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн сасӑлавӗнче, Олег Николаев суйлавҫӑсен 75,68% сассине пухса, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне суйланнӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ.
Чӑвашсен ҫӗнӗ ертӳҫӗ : [Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Олег Николаева лартни ҫинчен] // Сувар (Тутарстан Республики). – 2020. – 31 январь/кӑрлач (№ 4). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк. – (Кӳршӗре).